ЮЛТАШӖСЕНЕ ХĂТАРНĂ, ХĂЙ ТУХАЙМАН
Вăл çӗршыв тăрăх нумай курса çӳренӗ, курни-илтнине хăйӗн очеркӗсемпе калавӗсенче çырса кăтартнă. Совет Союзӗн кашни кӗтесӗнчех пулса курнă темелле, Арктика таранах çитнӗ.
Кашни ял хăйӗн чаплă ывăл-хӗрӗпе мухтанать. Чăваш Енри Куславкка районӗнчи элменкассисемшӗн ун пек çын вăл Хамит Салимович Кавиев çыравçă, педагог тата нимрен хăраман танкист.
Хамит 1906 çулта мулла çемйинче çуралнă. Вӗренме, нумай пӗлме юратакан ача ял шкулне пӗтернипех çырлахман, Хусанти пединститутăн биологи факультетне вӗренме кӗнӗ. Вăл вăхăтра мулла ывăлӗ аслă шкула вӗренме кӗрейни тӗлӗнтермӗшпе танлашнă. 1926 çулта алла диплом илсен çамрăк каччă Хусанти шкулсемпе техникумсенче биологипе географи вӗрентнӗ. Наука ӗçӗпе туслашнă. Вăл çӗршыв тăрăх нумай курса çӳренӗ, курни-илтнине хăйӗн очеркӗсемпе калавӗсенче çырса кăтартнă. Совет Союзӗн кашни кӗтесӗнчех пулса курнă темелле, Арктика таранах çитнӗ.
1930 çулта Хамитăн «Пешком через горы Кавказа» кӗнеки кун çути курнă, 1932 çулта – «К ледовому морю» ятли. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен Хамит вунă кӗнекене яхăн кăларса ӗлкӗрнӗ.
1941 çулхи сентябрьте Кавиев фронта тухса кайнă. Ăна амăшӗ Закира, арăмӗ Марьям тата ывăлӗсем Ильдарпа ултă уйăхри Ильгиз вăрçа ăсатнă. «Вăрçăран сывă таврăнайсан пирӗн нумай ача пулӗ, кашнин ячӗ «Иль» сыпăкран пуçланӗ», – тенӗ Хамит мăшăрне. Анчах вăл çемйипе çавăн чух яланлăха сывпуллашнă...
Чăн-чăн çыравçă, вăл вăрçăра та çырасси çинчен манман, малашнехи кӗнекисем валли материал пухнă. Шел пулин те, унăн ӗмӗчӗсене пурнăçланма пӳрмен. 1944 çулхи июнӗн 15-мӗшӗнче Украинăн хӗвеланăçӗнчи Дружкополь текен вырăнта (халӗ Волынск облаçне кӗрет) Ватутин генерал-лейтенантăн армийӗн йышне кӗрекен канма чарăннă чаçе бандеровецсем атакăланă. Х.Кавиев ертсе пыракан экипаж тăшманпа хӗрӳ çапăçать, çар задачине пурнăçлать. Анчах та Хамитăн танкӗ тăшман тӗл персе лектернипе çунма пуçлать. Ентешӗмӗр ыттисене танкăн аялти люкӗнчен тухма пулăшать, анчах хăй ӗлкӗреймест – чӗрӗллех çунса вилет. Çак çапăçу тата командирăн паттăрлăхӗ пирки каярах Георгий Жуков маршал хăйӗн мемуарӗнче тӗплӗн çырса кăтартнă.
Хамит Салимович Кавиев гварди лейтенантăн ятне Дружкопольти тăванла масарта лартнă стела çине çырса хунă. Паттăрăн ывăлӗ Ильгиз ашшӗ вилнӗ вырăнта икӗ хутчен пулса курнă. Унăн – геологи наукисен кандидачӗн, паллă нефтяникӗн ячӗ Тутар энциклопеди словарӗнче ашшӗн ячӗпе юнашар тăрать.
Элменкассисем хăйсен паттăр ентешӗпе мăнаçланаççӗ, унăн ятне ялан асра тытаççӗ.
Равиля МУБАРАКШИНА,
ТР Журналистсен союзӗн пайташӗ.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗкре: Хамит Кавиев мăшăрӗпе.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев