Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

 «Юратрӑм эп, хирсем, сире…»

Нумайӑшӗ пӗлмеҫҫӗ пулӗ, Яков Гаврилович Ухсайӑн чӑн хушамачě - Никифоров. Вӑл та Константин Иванов пекех, хальхи Пушкӑрт Республикин Пелепей районӗнчи Слакпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Паян, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, шӑпах аслӑ поэтӑмӑр ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитрӗ

Слакпуҫ – тӗне кӗмен ял пулнӑ.Ухсай Яккӑвӗ хӑйсен ялӗнчи чухӑн пурнӑҫ ҫинчен ҫапларах аса илет: «Хӱмесем ҫинче унта та кунта сарӑхса кайнӑ лаша пуҫӗсем ҫакӑнса тӑратчӗҫ, вӗсем ҫынсене инкек-синкекрен, выльӑха тӗрлӗ муртан сыхланӑ имӗш. Урама тухсан та савӑнтармалли нимӗнех те ҫукчӗ. Тӗтӗм-сӗрӗмре пӑчӑхса пурӑнса, куҫ чирӗпе асапланса суккӑра тухнӑ, выҫӑхса ҫитнӗ ҫынсем мӗлкесем пек ҫӱретчӗҫ». 

Чӑваш халӑх поэчӗ. Фронтовик. Эпир ун ҫинчен мӗн пӗлнине те маннӑ пуль ӗнтӗ. Кулленхи пурнӑҫра тӗлпулмастрӑр вӗт унӑн произведенийӗсене. Паянхи кун пурӑннӑ пулсан, вӑл паллах чи палла обществолла эколог пулатчӗ пуль. 

Пěрремěш сăвви пичетленнě чух Якку 18 çулта пулнă. «Ӗпхӱре ман умӑмра хисепсӗр пуян кӗнеке тӗнчи уҫӑлчӗ. Институт библиотекин ҫӱлӗкӗсем умӗнче эпӗ хама хам тӗлӗкри пек туяттӑм, каҫсерен Аксаков библиотекин вулав залӗнче пусӑрӑнса лараттӑм. Общежитие пит кая юлса, пурте ҫывӑрма выртнӑ тӗле таврӑнаттӑм, вара сӗтел хушшине кӗрсе ларса ирӗклӗ ҫеҫен хирсен илемне тунсӑхласа сӑвӑсем ҫырма тытӑнаттӑм. Манӑн 1928 ҫулта ҫулта ҫырнӑ «Юратрӑм эп, хирсем, сире…» сӑвӑ 1929 ҫулта «Сунтал» журналӑн май уйӑхӗнчи номерӗнче пичетсенсе тухрӗ. Пуҫласа пичетленсе тухнӑ сӑввӑм маншӑн ӗмӗр манми аслӑ уяв пулса тӑчӗ», - çырать сăвăç хăй асаилěвěнче. Яков Ухсай пěр вăхăт учитель пулса ӗҫленӗ, Патăрьелěнчи тата Чěмпěрти училищěсенче чăваш чěлхи вěрентнě.

Яков Ухсай чӗлхи пире Слакпуҫӗнче ҫуралнӑ Константин Иванов чӑн та литература генийӗ пулнине ҫирӗплетет. Вӗсем хурӑнташлӑ та пулнӑ. Паллах, унӑн поэзине Ивановӑннипе танлаштарассине Ухсай пӗлнӗ. Эпир те аса илер-ха: 

"Пушӑ уйӑх вӗҫӗнче

Каҫ сӗм тӗттӗм пулнӑ.

Шыв ҫурхи шырлансенче

Шӑнкӑр-шӑнкӑр юхнӑ.

 

Хӑй чикки чӱречерен

Ылтӑн ҫутӑ янӑ.

Ун ҫути кӱлленчӗкре

Ҫӑлтӑр пек вылянӑ.

 

Путексем сике-сике

Тӑрӑслатнӑ майӑн

Ернӗ пулӗ чӗтренке

Кив хӑма урайӗ."

(Я. Ухсай. Кӗлпук мучи.)

Сентябрь уйӑхӗнче Хусанта Ухсай ҫырнӑ «Шуйттан чури» трагедине куртӑмӑр. Ӑна Константин Иванов ҫырма пуҫланӑ пулнӑ иккен. Анчах ҫырса пӗтереймен. Халӑх калавне улӑштарса ҫырнӑ тенӗ ку хайлав пирки. Ӑна Ухсай Яккӑвӗ ҫырса пӗтернӗ.

«Иванов вăрманě» сăввинче Ухсай Яккăвě К.Иванова вăрлăх акакан юман пек сăнлать:

*Ӗрчевлӗ вӑрлӑх акаканӗ

Кайсан та, ӗмӗчӗ кайман.

Кашларӗ Иванов вӑрманӗ,

Хитре вӑрман, сӗм-сӗм вӑрман,

Чӑваш поэзийӗн вӑрманӗ."

Ку поэзи вăрманěнче, паллах, Я. Ухсай ячě те пур: вăл хăй Иванов «йěкелěнчен» шăтса тухнă пěр çамрăк юман.

Халӑх асенчен кайман произведенисемлӗ кӗнекесем ватӑлмаҫҫӗ, яланах илӗртекен хӗвел ҫути пек пурӑнаҫҫӗ, чӑваш литературине тата сулмаклӑрах ӱсме вӑй парса пыраҫҫӗ, ҫамрӑк ӑрӑва литературӑпа искусствӑра ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме йыхӑраҫҫӗ. Ухсая манмасть халăх, вăл Раççей халăхěсен литературинче паллă йěр хăварнă сăвăç. Шупашкарта ун ячěллě кермен, урам пур. Вăл вилсенех Ю. Сементер «Ухсай Шупашкарпа сывпуллашни» сăвă çырнă. Сăвăçа Кěсле ту çине пытарнă, вил тăпри çине палăк лартнă, тăван ялěнче музей уçнă.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев