Юрий СЕМЕНТЕР: «ТУТАРСТАНРА МАНĂН ТУССЕМ ЙЫШЛĂ»
Чи пахи – тӗрлӗ халăх пӗр-пӗрне ăнланса, хисеплесе, пулăшса пурăнни. Пӗр чӗлхе тупсан ӗç те ăнса пырать
Юрий Семенович Сементер (Семенов) 1941 çулхи кăрлач уйăхӗн 2-мӗшӗнче Чăваш Енри Красноармейски районӗнчи Танăш ялӗнче çуралнă. 1960 – 1963 çулсенче хӗсметре пулнă хыççăн çулталăк çурă Çӗрпӳ районӗнчи комсомол тытăмӗнче ӗçленӗ, районта тухса тăракан «Октябрь çулӗ» хаçат редакцийӗнче вăй хунă. Ун хыççăн çамрăк каччă икӗ çул офицер пулса каллех хӗсметре тăнă. 1971 çултан пуçласа пурнăçне литературăпа çыхăнтарнă: малтан виçӗ çул хушши Чăваш кӗнеке издательствинче, кайран «Ялав» журналăн тӗп редакторӗ пулса ӗçленӗ. Ӗçленӗ вăхăтрах куçăн мар майпа Çӗрпӳри культурăпа çутӗç училищинче тата И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнчи филологи факультечӗн чăваш чӗлхи уйрăмӗнче вӗреннӗ.
1973 çултанпа СССР Писательсен союзӗн пайташӗ. Аллă ытла кӗнеке авторӗ. Вăл çырнисем тӗрлӗ чӗлхепе пичетленнӗ.
Тутарсен 123 поэчӗн сăввисене чăвашла куçарнă
Юрий Семенович юрăсем çырас енӗпе пысăк ăста. Аллă çул ытла чăваш композиторӗсемпе тачă ӗçлесе 600 ытла юрă çырнă. Хăш-пӗр юррисем чăваш халăх юррисем пекех уявсемпе концертсенче, радио тата телевидени передачисенче тăтăшах янăраççӗ.
Юрий Семенович чаплă куçаруçă та: театрсем вăл хатӗрленӗ ӗçсемпе 20 ытла юрăпа ташă сюитисемпе ораторисем, оперăпа балет либреттисем, кӗвӗллӗ комедисем лартнă. Урăх халăхсен сăввисене чăвашла куçарса 25-е яхăн кӗнеке пичетлесе кăларнă. Культурăпа литературăра пысăк çитӗнӳсем тунăшăн ăна тӗрлӗ наградăсемпе хисеплӗ ятсем парса чысланă: Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ (1988), Чăваш халăх поэчӗ (1999), М.Сеспель (1983), Н.Янгас (1992) тата Ф.Карим (2002) ячӗллӗ премисен лауреачӗ. 2001 çулта ăна «Красноармейски районӗн Хисеплӗ гражданинӗ» ята панă. Ю.С.Сементер патшалăх наградисене те тивӗçнӗ.
Чăвашпа тутар халăхӗсем нумай ӗмӗр хушши юнашар пурăнса пӗр-пӗринпе тачă çыхăну тытнă, тӗрлӗ ӗçсене пӗрле пурнăçланă, уявсене хутшăнса пӗр сӗтел хушшине ларса чей ӗçсе савăннă. «Тутарстана кашни каймассерен хумханатăп. Ара, ку çӗр çинче çуралса ӳснӗ вӗт-ха чăвашсен пӗрремӗш халăх поэчӗ ятне тивӗç пулнă Николай Полоруссов-Шелепи. Кунтах, Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче, тепӗр паллă поэт Петӗр Хусанкай çут тӗнчене килнӗ. Тӗлӗнмелле тулăхлă ку ен чăваш литературишӗн – кунта Александр Алка, Александр Кăлкан, Владимир Сатай, Порфирий Афанасьев поэтсем хăйсен пӗрремӗш утăмӗсене туса кайран чăваш халăх культуринчи паллă ăстасем пулса тăнă», – калаçать Юрий Сементер. – Кунтах манăн туссем пурăнаççӗ: тутар халăх поэчӗсем Ренат Харис, Ркаил Зайдулла... Тӗрлӗ çулсенче Писательсен союзӗн правленине ертсе пынă Фоат Галимуллинпа, Рафис Курбанпа та чылай çул туслă çыхăну тытатăп. Кӳршӗ халăхӗн 123 поэчӗн сăввисене чăвашла куçарса «Тутар поэзийӗн кăшăлӗ» антологине кăларма пултарнишӗн питех те савăнатăп эпӗ», – каласа парать пултаруллă поэт.
Паянхи кунчченех лайăх астăвать çамрăк поэт «КАМАЗ» автомашинăсем туса кăларакан заводра тутар çыравçисемпе пӗр эрне пулни çинчен. «Эпӗ кӳршӗсене Шупашкар хули кӗске хушăрах еплерех хăвăрт аталанса пыни, чăваш çӗрӗ çинче тӗнчипе чи вăйлă тракторсем тăвакан завод, шыв юххин вăйӗпе электричество токӗ кăларакан станци пирки каласа патăм. Тутар çӗрӗ çинче чăваш çыравçисем еплерех ӳссе аталанни çинчен те, вӗсем хайланă сăвăсене те каласа патăм завод ӗçченӗсене», – аса илет Юрий Семенович.
Тутарстанра пулнă вăхăтра Аслă Вӗрентекен Иван Яковлевич Яковлев çуралнă яла – Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушкине – çитсе унта пурăнакан халăхпа савăнсах тӗл пулать сăмах ăсти. Юлашки вăхăтра кунта палăк лартни, кану паркне йӗркелени ăна çав териех савăнтарать. Теччӗ хулинчи Çеçпӗл Мишши çӳренӗ вырăнсем те яланах хавхалантараççӗ, пысăк вăй-хал кӳреççӗ поэта.
Чăваш поэзийӗн элчи
Юрий Сементере чăвашсем йышлăн пурăнакан ытти регионсенче те аван пӗлеççӗ. Анчах та вăл чăваш поэзийӗн элчи пулнине чылайăшӗ пӗлмест пулас-ха. Юрий Семенович пултаруллă элчӗ пуласси вăл ăçта çуралса ӳснинчен, мӗнле çемьере аталаннинчен, ăçта вӗренсе пӗлӳ илнинчен, унăн юлташӗсем еплерех кăмăллă çынсем пулнинчен сахал мар килет. Трак тăрăхӗнчи илемлӗ Шетмӗпе Ункă енче начар çын çуралма пултараймасть. Ку тăрăхра чăвашсен паллă композиторӗ Филипп Лукин, Чăваш Республикин гербӗпе ялавӗн авторӗ Элли Юрьев, паллă юрăç Виталий Петров çуралса ӳснӗ. Культурăпа литература, кӗвӗпе ӳнерӗн пултаруллă нумай-нумай ӗçчен çыннисемшӗн ку тăрăх тăван кӗтес шутланать.
Çӗрпӳ хулинчи культурăпа çутӗç училищинче вӗренни çынсен чунне пӗлес, çак районтах комсомол тытăмӗнче тата çарта офицер пулни çынсемпе калаçса пӗр чӗлхе тупас, хаçатпа журнал редакцийӗсенче чылай тапхăр вăй хуни витӗмлӗ те кăсăклă хайлавсем çырас енӗпе пысăк ăс-тăн пухма пулăшнă ăна. Çавăнпа унтан пултаруллă элчӗ туптаннă та ӗнтӗ.
Чăваш халăхӗ çӗршывăн тӗрлӗ хутлăхӗсенче пурăнать. Вӗсем унтах çуралса ӳснӗ, вӗренсе ăс пухнă, çемье çавăрса ача-пăчаллă пулнă, халӗ çавăнтах тымар янă. Тӗрлӗ халăх хушшинче пурăнсан та нумайăшӗ несӗлсен йăли-йӗркине манса кайман: тăван халăхӗн тӗррисемпе капăрлатнă тум тăхăнса чăваш юррисене шăрантараççӗ, ура хуçса чăвашла ташлаççӗ, тӗрлӗ уявсем ирттереççӗ. Йăхташсемпе çыхăну тытса тăрас, тăван чӗлхепе культурăна аталантарас тӗлӗшпе Чăваш Республикин Правительстви чăвашсем пурăнакан тӗрлӗ субъектсен патшалăх тытăмӗсемпе килӗшӳсем тунă. Çак килӗшӳсене пурнăçа кӗртес тӗлӗшпе пирӗн республикăран чăвашсем пурăнакан регионсене тăтăшах тӗрлӗ ушкăнсем тухса çӳреççӗ – культурăпа искусство ӗçченӗсем, поэтсемпе писательсем, юрăçсемпе музыкантсем.
Юлашки 25-30 çул Чăваш Республикин делегацийӗ йышӗнче Юрий Сементер поэт та час-часах инçе çула тухса çӳрет. Каякансен ушкăнне йӗркелекен патшалăх тытăмӗнче ӗçлекенсем питех те аван пӗлеççӗ – енчен те Юрий Семенович делегацире пулсан, палăртнă ӗç ăнăçлă пурнăçланать. Кунта нимӗнле вăрттăнлăх та çук, мӗншӗн тесен вăл питех те пултаруллă элчӗ, витӗмлӗ сăмах ăсти, халăх умӗнче илемлӗ калаçать, юрласа та парать.
Çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗсене çитсе курасси мӗнле пуçланса кайни пирки ыйтсан Юрий Семенович çапла хуравларӗ:
– 1973 çулта Ташкентра иртнӗ çамрăк поэтсен фестивальне кайса курма тӳр килчӗ. Эрне хушши Узбекистан çӗрӗ тăрăх çӳресе чылай поэтпа çывăх паллашрăм. Хăш-пӗринпе паянхи кунчченех çыхăну тытса тăратăп. Çак фестиваль хыççăн чылай çӗре çитме тӳр килчӗ: Беларуçпе Украинăна, Мускавпа Ленинграда, Ярославльпе Иваново хулисене тата ытти нумай-нумай çӗре. Çав вăхăтрах палăртас килет: эпӗ ытларах чăвашсем пурăнакан Атăлпа Урал тăрăхӗнче вырнаçнă çӗрсене çитсе курма кăмăллатăп. Тупсăмӗ каламасăрах паллă ӗнтӗ – ку вырăнсенче ӗлӗк, VII – VIII ӗмӗрсенчен пуçласах, пирӗн несӗлсем пурăннă. Халӗ те унта чăвашсем пурăнакан хуласемпе ялсем йышлă. Манăн вӗсемпе тӗл пулса тăван чӗлхепе калаçас, вӗсен хальхи шухăш-кăмăлне пӗлес килет. Эпӗ вӗсене хамăр республикăри ӗçсем-хӗлсем, уйрăмах культурăпа литература çинчен каласа паратăп, вӗсене мӗн кăсăклантарнине ыйтса пӗлетӗп.
Кашни регионтах Сементерӗн пӗлӗшӗсем нумай. Поэтсем туслăха тытса пыма лайăх мелсем пӗлеççӗ: пӗр-пӗрин сăввисене куçараççӗ, çӗнӗ кӗнеке тухсан хăтлава хутшăнаççӗ, пултарулăх каçӗсем ирттереççӗ, çырнисен куравӗсене йӗркелеççӗ. Хальхи вăхăтра ӗçлеме ӳркенмен поэтсемпе писательсем тем те йӗркелеме пултараççӗ.
Тӗлпулусен усси пысăк
Юрий Семенович Урал тăвӗсен çумӗнче сарăлса выртакан Пушкăртстана кайма юратать. Ара, кунта çуралса ӳснӗ вӗт-ха чăваш литературин классикӗ Константин Иванов тата Чăваш халăх поэчӗ Яков Ухсай. Палăртма питех те кăмăллă: чăваш халăхӗшӗн питех те хаклă çак поэтсем пӗр ялтах çуралса ӳснӗ – Слакпуç ялӗнче, пӗр урампах утса çӳренӗ, пӗр çăлтанах шыв ӗçсе чунӗсене кантарнă. Çавсене пулах-и, тен, Салават Юлаев çӗршывне Юрий Семенович çулленех çитет. Пушкăрт халăхӗн паллă поэчӗсем Мустай Карим, Равиль Бикбаев, Кадим Аралбаев Чăваш халăх поэчӗн Юрий Сементерӗн поэзине пысăка хурса хакланă, унăн нумай сăввине пушкăртла куçарса вулакан патне çитернӗ.
Кашни çул тенӗ пекех Чӗмпӗр тăрăхне, чăвашсен аваллăхӗпе тачă çыхăннă тӗп вырăнсенчен пӗрне, делегаци йышӗнче çитсе курать пултаруллă поэт. Палăртма кăмăллă: кунта пурăнакан чăвашсем тăван халăх культурипе чӗлхине аталантарас тӗлӗшпе чылай ӗç тăваççӗ. Ку ӗçре вӗсене пулăшаканӗсем сахал мар, вӗсен хушшинче чи паллисенчен пӗри – пултаруллă поэт-прозаик, Раççей Федерацийӗн культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Чӗмпӗр облаçӗн Хисеплӗ гражданинӗ Валентина Тарават. «Эпӗ мӗн шухăшлатăп, – калаçăва малалла тăсать Юрий Сементер, – Валентина Николаевна пек тăван халăхăн культурине аталантарас тӗлӗшпе ырми-канми ӗçлекенсем пулсан чăваш халăхӗ çӗр пичӗ çинчен çухалмӗ».
Калаçура тӗрлӗ ыйтусем хускатаççӗ: пӗрисем савăнтараççӗ, теприсем пăлхантараççӗ поэта. Хальхи вăхăтра чăваш ялӗсенче те ачасем вырăсла калаçма пуçларӗç. Мӗнле кăтартусемпе вӗçленет-ши кăçал Пӗтӗм Раççейри халăх çыравӗ? «Тăван Атăл» журнал тиражӗ мӗншӗн-ши питех те пӗчӗк? Çакăн пек тата ытти ыйтусем çине тăтăшах хуравлама лекет Юрий Семеновичăн вулакансен умӗнче. Хăш-пӗр ыйтусем çине чиперех хуравлама пултарать вăл, анчах тӗплӗ хурав парайман ыйтусем те сахалах мар-çке. Çавсем ыраттараççӗ те поэт-элчӗ чунне.
Юрий Сементер Чăваш Республикин тулашӗнче ирттерекен тӗлпулусен уссине хăй куçӗпе курса савăнать. Ара, калаçу хыççăн çынсем пӗр-пӗрне авантарах ăнланма пуçлаççӗ, малашне тумалли ӗçлӗ çыхăнусем палăртса хураççӗ. «Чи пахи – тӗрлӗ халăх пӗр-пӗрне ăнланса, хисеп туса, пулăшса пурăнни. Пӗр чӗлхе тупсан ӗç те ăнса пырать», – тет хаваслă куçсемпе малалла тинкерсе пултаруллă халăх элчи. Ахальтен мар Юрий Семенович Сементер тунă ӗçсене пысăка хурса Раççей патшалăхӗ ăна Туслăх орденӗпе чысланă.
Малаллах талпăнать-ха çулӗпе сакăр теçетке урлă каçнă, анчах чунӗпе çамрăк Чăваш халăх поэчӗ Юрий Сементер. «Сывлăх тата туртăм пур чухне чăваш халăхӗн пуласлăхӗшӗн тăрăшса ӗçлес тетӗп», – кăмăллăн пӗлтерет хисеплӗ çыравçă.
Михаил КРАСНОВ,
ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ,
ЧНК президиумӗн пайташӗ.
Сăнӳкерчӗк «Хыпар» хаçатăн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев