Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЮТ ЯПАЛАНА ВĂРЛАСА ПУЯЙМĂН ÇАВ

Аксу район сучӗ Анат Паланлă ялӗнче пурăнакан икӗ çын тӗлӗшпе пуçарнă уголовнăй ӗçе пăхса тухнă

Вӗсем агрофирмăн машинăпа трактор паркӗнчен трактор деталӗсене вăрланă-мӗн.

Ӗç-пуç çапларах пулса иртнӗ. Çуллан юлашки кунӗсем сивӗ те ăмăр тăнă. Анат Паланлăра пурăнакан П. гражданина укçа кирлӗ пулнă, анчах та унăн ӗçлесси килмен. «Аксубай» агрофирмăн «Паланлă» уйрăмӗн машинăпа трактор паркӗ çумӗпе иртсе пынă чух сӳтнӗ МТЗ-80 трактора асăрханă вăл. Нумай шухăшласа тăмасăр тракторăн деталӗсене вăрлама шутланă. Анчах та йывăр тимӗр пайсене пӗччен тиесе кайма çук-çке-ха, çавăнпа та хăй пекех ӗçсӗр Т. гражданинпа пӗрле эрех ӗçнӗ чух унран пулăшу ыйтнă. Лешӗ шухăшласа тăмасăрах килӗшнӗ.
Каç пулсан хайхисем хăй тӗллӗн ăсталанă урапаллă мотоблокпа парк патне килсе чарăннă. Тракторăн самаях йывăр пайӗсене килне тиесе кайнă. Ирхине П. гражданин тепӗр ентешне детальсене Аксăва илсе кайса металлолома пама ыйтнă. Машина хуçине пулăшнăшăн çав тракторăн çаратнă урапине панă, анчах та урапа та, ытти детальсем те  вăрланă япаласем пулнине каламан.
Вăрласа мӗн чухлӗ укçа тăвасшăн пулнă-ши вӗсем – паллă мар, суд ларăвӗнче айăпланакан П. каланă тăрăх, трактор пайӗсене металлолома панăшăн вӗсене 1500 тенкӗ укçа панă. Агрофирмăна хайхискерсем 19200 тенкӗлӗх тăкак кӳнӗ.
Суд ларăвӗнче айăпланакансем хăйсен айăпне йышăннă. Суд иккӗшне те преступлени тунăшăн айăплă тесе йышăннă, пӗрин кӗçӗн çулхи ачи, теп­рин ватă ашшӗ пулнăран çемçерех наказани панă – 320 сехет ӗçлемелле тунă.
Айăпланнисен халӗ, халăхшăн усăллă ӗçсене пурнăçланă май, малашне ӗç тупасси пирки те шутламаллах: кӳнӗ тăкака саплаштармаллах вӗт. Кунсăр пуçне суд агрофирма тăратнă сăтăршăн тӳлеме ыйтакан гражданла тавăçа та тивӗçтернӗ.
Приговор законлă вăя кӗмен-ха.
Аксу район сучӗн пресс-служби.

 

ПРИСТАВ ХĂЙӖН ТИВӖÇНЕ ПУРНĂÇЛАМАН
Нурлат район сучӗ нумай пулмасть Суд приставӗсен районти уйрăмӗн ӗç тăвакан суд приставӗ тӗлӗшпе административлă тавăçа пăхса тухнă. Вăл административлă тавăç паракана ӗç тăвакан производство пуçарни, яваплă управçа палăртни пирки калакан, пурлăха реализацилеме яни, пурлăха арестлени çинчен калакан, «Форд» маркăллă автомобиле рынокринчен пӗчӗкрех хак пани пирки тунă ӗçсем çинчен калакан постановление ярса паман.

Суд ларăвӗнче паллă пулнă тăрăх, 2015 çулта суд административлă тавăç параканран банк шутне кредит парăмӗ шыраса илни пирки калакан приговора пурнăçа кӗртекен хут панă. Çак парăма «Форд» автомобиле уçă суту-илӳ мелӗпе сутса шыраса илме палăртнă. Автомобилӗн пуçламăш хакӗ 1256000 тенкӗ пулнă.
Нурлат районӗнчи Суд приставӗсен уйрăмӗ приговора пурнăçа кӗртмелли хут тăрăх 2015 çулта ӗç тăвакан производство пуçарнă. Ăна пурнăçа кӗртнӗ май 2016 çулта суд приставӗ административлă тавăç параканăн «Форд» автомобильне арестленӗ. 2019 çулхи июльте пристав-исполнитель машинăна хаклакана палăртнă, 2019 çулхи декабрьте унăн хаклавне йышăннă, 2020 çулхи февральте автомобиле 425850 тенкӗпе вырнаçтарасси пирки постановлени кăларнă.
2020 çулхи май уйăхӗнче сутма тăратнă автомобилӗн хакне 15 процента чакарнă та ăна сутса янă, укçине шыраса илекенсене куçарса панă. Çак ӗç шайӗн­че ирттернӗ суд экспертизин пӗтӗмлетӗвӗпе, автомобиль хакӗ 2019 çулхи декабрь вӗçне 1045000 тенкӗ тăма пултарнă.
Суд административлă тавăç паракан ыйтнине тивӗçтернӗ, мӗншӗн тесен ӗçе пурнăçлакан суд приставӗ «Ӗç тăвакан производство çинчен» Федераллă закон ыйтнине пăхăнман. Вăл административлă тавăç паракан ӗç тăвакан производст­во пуçарни, яваплă управçа палăртни пирки калакан, пурлăха реа­лизацилеме яни, пурлăха арестлени çинчен калакан постановление ярса паман, вăл палăртнă хаклавçă автомобиле кирлӗ пек хак­ламан.
Кунсăр пуçне «Форд» автомобилӗн хакне судăн законлă вăя кӗнӗ йышăнăвӗпе приговора пурнăçламалли хут çинче çырса хунă пулнă. Çавна тӗпе хурса административлă тавăç паракан тӗлӗшпе ӗç тăвакан производство пуçарнă. Суд приставӗн хирӗçӳллӗ автомобиле хаклама хаклавçăран пулăшу ыйтма нимӗнле ирӗк те пулман.
Нурлат район сучӗн йышăнăвне апелляци инстанцийӗн сучӗ çавăн пекех хăварнă.
Алия ГИЛЬМУТДИНОВА,
Нурлат район сучӗн
судья пулăшуçи.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев