Ывăлӗсене çухатнă амăшӗсемпе тӗлпулусем иртеççӗ
«Защитники Отечества» фондăн Тутарстанри уйрăмӗ тата «Ният» ыркăмăллăх фончӗ ятарлă çар операцийӗнче ывăлӗсене çухатнă хӗрарăмсене пулăшас тӗллевпе «Совместные встречи: Память Героям» проект пуçарнă. Ун шайӗнче тӗлпулусемпе мастер-классем иртеççӗ.
«Проекта ятарлă çар операцийӗнче вилнисен амăшӗсене пӗрлештерес тесе хута янă. Эпир хăрушлăхсăр вырăн йӗркелесшӗн, унта хӗрарăмсем хуйхи-суйхине чăтса ирттерме, йывăрлăхсене çӗнтерме çӗнӗ майсем тупма пултараççӗ, каллех çынсемпе хутшăнма вӗренеççӗ. Çак проект пысăк çухату тӳссе ирттернисене пулăшу памалли, пурнăçри савăнăçпа шанăçа тавăрмалли мел пулса тăрать», – тенӗ филиалăн ертӳçи Гузель Удачина.
Çакăн пек тӗлпулусенчен пӗри «Беседка» пултарулăх студийӗнче иртнӗ. Хӗрарăмсем флористика енӗпе мастер-класса хутшăннă – чечек композицийӗсем ăсталанă. Мероприятие хутшăнакансенчен пӗри – Ирина Нагуськина. Унăн ывăлӗ – аслă лейтенант Евгений Нагуськин ятарлă çар операцийӗнче паттăррăн пуç хунă. Йывăр çухатăва чăтса ирттернӗ хыççăн халӗ фондăн социаллă координаторӗ пулса ӗçлекен хӗрарăм ыттисене йывăр самантра пулăшать.
Проекта йӗркелесе пурнăçа кӗртес ӗçре «Ният» ыркăмăллăх фончӗ те уйрăм вырăн йышăнать. Унăн тӗп тӗллевӗ – ятарлă çар операцине хутшăнса пуç хунă салтаксен çемйисемпе ачисене пур енлӗн пулăшасси.
«Совместные встречи: Память Героям» проект шайӗнче иртекен мастер-классем тăтăшах пулӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев