Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ывăлшăн 1989 çулхи февралӗн 15-мӗшӗнче Афган вăрçи вӗçленчӗ

вӗсен çырăвӗсем кӗскеччӗ: «Пурте лайăх. Çиме лайăх. Çыру çырма вăхăт пулмарӗ, рейсра пултăмăр…»

Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш çулӗсен вӗçӗнче – 80-мӗш çулсенче инçетри Афганистан çӗрӗнче вăрçă пынине нумай çын пӗлмерӗ те. Телевизорпа кун çинчен ячӗшӗн тенӗ пек, 2-3 предложени çеç каласа иртетчӗç. Çӗршыва цинк тупăксем таврăнма пуçласан ӳссе çитнӗ ывăлӗсем Афган çӗрне хӗсмете ан лекчӗр тесе ашшӗ-амăшӗсем Турра кӗлтăватчӗç.

1987 çулхи майăн 8-мӗшӗнче, мӗнпур çын Çӗнтерӳ кунне хатӗрленнӗ вăхăтра, эпир те ывăла салтака ăсатрăмăр. Çак кун вӗсем 3 каччă – Александр Батенкин, Андрей Юмартов, Илдар Салаватов – кайрӗç. Мӗнпур юлташне пуçтарса ăсату каçӗ йӗркелерӗмӗр, гитарăпа каласа юрларӗç. Ачасене лайăх кăна ăсатрăмăр.
Кăштах вăхăт иртсен виççӗшӗнчен те çыру килчӗ – Узбекистанра вӗренӳ чаçӗнче иккен вӗсем. Ачасене Афганистана ярассине пурсăмăр та ăнлантăмăр. Вăрçа илсе кайиччен курса килер тесе эпир арăмпа Валентинăпа инçе çула тухрăмăр.
Фергана – пахча çимӗç, çырла, текстиль хули. Ротăри мӗнпур салтак валли нуски, апат-çимӗç илсе çар полигонне çитрӗмӗр. Пире питрен аманнă, суранӗсем çине çӗвӗсем хуртарнă капитан – рота командирӗ кӗтсе илчӗ. Вăл пире пит хапăл пулмарӗ пулин те, хӗрлӗ кӗтесре сӗтел хатӗрлеме ирӗк пачӗ. Ывăлпа пӗрле хӗсметре тăракан Фанил Барханов тата Азнакайран 3 салтак та пирӗн пата хутшăнчӗç. Пурте ырхан, çар хатӗрленӗвӗ çирӗп графикпе иртни сисӗнет. Сӗтел çинчи пылак, ашлă çимесене пысăк аппетитпа çирӗç. Тумтирӗсем те лайăх мар, саплăклă. Виçӗ кунтан чӗрене ыраттара-ыраттара киле таврăнтăмăр.
Афганистана ăсатсан вӗсенчен çыру час килмерӗ. Вăл вăхăтра эпир телевизорпа сериалсем те, футбол та мар, чăтăмсăррăн кӗтсе «Время» пăхрăмăр. Афган çӗрӗнче хӗсметре пулнă ачасен ашшӗ-амăшӗсемпе ялан çыхăнура пултăмăр. Пӗри вăрах çыру çырмасан, тепри çырмарӗ-ши тесе кӗтрӗмӗр. Вӗсен вара çырăвӗсем кӗскеччӗ: «Пурте лайăх. Çиме лайăх. Çыру çырма вăхăт пулмарӗ, рейсра пултăмăр…»
Вӗсем ун чух кунне миçе хут вилӗмпе куçа-куçăн тӗл пулман-ши?! Конверт ăшне йӗппе çип, лезви, таса хут хурса яма ыйтатчӗç. Урăх кирлӗ япаласемпе пулăшаймарăмăр, мӗншӗн тесен укçа, посылка каймалли çӗр мар.
Çак вăхăтра эпӗ ывăлăма халалланă сăвă çыртăм. Тен, сăвă теме те çук пулӗ ăна, анчах çав йӗркесенче ашшӗ ывăлне еплерех юратнине аван уçса панă пулмалла эпӗ. Андрей ывăлăмăрăн салтакри тусӗсене çак сăвă питӗ килӗшнӗ тет, хăйсем валли çыра-çыра илни çинчен çырса пӗлтерсен хам еплерех савăннине халӗ те аван астăватăп.
Ывăлшăн 1989 çулхи февралӗн 15-мӗшӗнче Афган вăрçи вӗçленчӗ – Афганистанран Совет çарӗсене кăларчӗç. Пирӗн ачасем Азербайджана – Кировобад хулине таврăнчӗç. Салтака ăсатнă хыççăн икӗ çултан, каллех Çӗнтерӳ кунӗ умӗн – майăн 7-мӗшӗнче – эпир вӗсене Пӗкӗлме хулинче кӗтсе илтӗмӗр. Кăкăр тулли медальсемпе значоксем, питӗ илемлӗ çар тумӗпе – çакна курсан пирӗн телей-савăнăçăн чикки пулмарӗ. Кайнă чух ача кăначчӗ пек, халӗ вара тӗреклӗ, вăйпитти арçын пулса килнӗ.
Анчах вăрçă вӗсен чӗрисенче тарăн йӗр хăварнă: çӗрле кăшкăрса вăранаççӗ, аташаççӗ, хăш чух тем çинчен шухăшласа чӗнмесӗр çӳреççӗ… Вӗсенчен вăрçă çинчен пӗр сăмах та илтсе пулмарӗ. Шел, вӗсен йышӗ те çулсем иртнӗçемӗн сайралсах пырать. Çӗршыв вӗсене манчӗ, анчах вӗсем манмаççӗ.
Февраль уйăхӗнче пирӗн ывăл Андрей 53 çул тултарать. Амăшӗ, манăн арăм Валентина, вилни те пайтах ӗнтӗ. Мăнукăм Роман Инçет Хӗвелтухăçӗнче хӗсметре пулчӗ. Ывăл халь хăй те асатте, эпӗ мăн асатте пултăмăр. Тӗнчере, çӗршывра тăнăçлăх пултăрччӗ, мăнуксен вăрçă хуйхи курмалла ан пултăр. Мӗнпур халăх туслă, пӗрле пулсан çеç çӗршывăмăр вăйлă пулӗ.

Леонид ЮМАРТОВ.
«Маяк» хаçатран.
 Тутарларан Ухтияр ИЛЮХИН куçарнă.
Юмартовсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Андрей Юмартов ашшӗпе тата амăшӗпе.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество