Ыйхă вӗçет, мӗн пӗлмелле?
Ыйхă тăтăш вӗçме пуçларӗ пулсан, сăмахран, эрнере ик-виçӗ хутчен, тухтăр патне кайса тӗрӗсленмеллех. Çывăрса каяйманни нумай вăхăт аптратсан та больницăна çул тытмалла.
Ыйхă вӗçни çыннăн сывлăхӗпе пысăк проблемăсем пуррине пӗлтерме пултарать. Ыйхă сывă çыннăн та пăсăлать-ха, ывăнсан, йывăр шухăшсем аптратсан, ӗç нумай чухне. Хамăр тăрăх та çавна пӗлетпӗр. Анчах ыйхă тăтăш вӗçме пуçларӗ пулсан, сăмахран, эрнере ик-виçӗ хутчен, тухтăр патне кайса тӗрӗсленмеллех. Енчен те çывăрса каяйманни нумай вăхăт аптратсан та больницăна çул тытмалла.
Статистика тăрăх, çӗр çинче пурăнакансенчен 45 проценчӗ ыйхă вӗçнипе аптăрать. Кун пирки «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире Хусан патшалăх медицина универститечӗн неврологи, нейрохирургипе медицина генетикин кафедрин заведующийӗ Эдуард Якупов пӗлтерчӗ.
Кафедра ертӳçин шучӗпе, япăх çывăрни пӗрре пăхма кăна айăпсăр курăнать. Ыйхă вӗçни онкологипе сахăр диабетне, Альцгеймер чирне тапратса яма, инсультпа инфарктран шар курассине ӳстерме пултарать. Унсăр пуçне пурнăç пахалăхне, ӗçлес пултарулăха чакарать, информацие аса илсе юласси япăхланать. Инкек патне те илсе çитерет. Çул çинчи аварисем ытларах чухне водитель çывăрса кайнипе пулаççӗ. «Раççейре ку статистикăна тытса пымаççӗ пулин те, аварисем ӗçсе ӳсӗрӗлнипе мар, ытларах çывăрса кайнипе, руль умӗнче ывăннипе пулаççӗ. Невролог пулнă май калама пултаратăп, уçă куçпа пынă чухнех çывăраççӗ, пуç мимин контролӗ сӳнет», – терӗ Эдуард Якупов. Харлаттарса çывăрни те çын сывлăхӗпе паттăр пулнине кăтартмасть иккен. Харлаттаракансен çывăрнă вăхăтра чӗре чарăнас хăрушлăх пысăк.
Çавăнпа медицина университечӗн сотрудникӗсем Пӗтӗм тӗнчери ыйхă кунӗн хӳттинче тӗрлӗ мероприятисем ирттерме шутланă. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан, вăтам професилле тата аслă шкулсенче лекцисем ирттерме, Хусанти «МЕГА», «Тандем», «Кольцо» суту-илӳ центрӗсенче медитаци йӗркипе паллаштарма шутланă. «Медитаци вăхăтӗнче çын пуç мимин ӗçӗ улшăннине наука та çирӗплетнӗ. Медитаци тăтăшах туни пуç мимин кирлӗ зонисенче нейронсен шутне ӳстерет. Ыйхă вӗçнипе кӗрешмелли меслетсен шутне медитацие ахальтен мар кӗртнӗ. Информаци аталанăвӗн вăхăтӗнче пурăннă чух ку пуриншӗн те усăллă», – вăхăтлă канма ыйтса калаçрӗ Эдуард Якупов. Сăмах май, 100-200 çул каялла пурăннă этем çулталăкӗпе те паян эпир пӗр кунта илнӗ хыпар чухлӗ информаци илнӗ.
Мӗн чухлӗ çывăрмалла-ха çыннăн сывлăха упрас тесен? Хăш-пӗри 8 сехет тет, тепри çитӗннӗ çынна çичӗ сехет те çитет тесе çирӗплетет. Çак ыйтăва Хусан патшалăх медицина универститечӗн неврологи, нейрохирургипе медицина генетикин кафедрин асисстенчӗ, тухтăр- сомнолог Юлия Трошина хуравларӗ. Ун сăмахӗсемпе, кашни ӳсӗмшӗн хăйӗн норми пур. Пӗчӗк ачасен 16 сехет таранччен те çывăрмалла, аслăраххисен кăшт сахалрах. Çитӗннӗ çынна, чăн та, 7 сехет çитмелле. Анчах хăш-пӗрне хăйне лайăх туйма 8 сехет е ытларах та кирлӗ. Тухтăр-сомнолог палăртнă тăрăх, ку пӗр-пӗр чирпе çыхăнма пултарать, сывă мар организма вăя кӗме ытларах вăхăт кирлӗ.
ШӖМ Çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн патшалăх инспекцийӗн Тутарстанри управленийӗн пропагандăпа хăрушсăрлăх пуçлăхӗ Рушан Шакиров пӗлтернӗ тăрăх, 2019 çул пуçламăшӗнчен кăна ӗç-кану режимне пăснăшăн автобуссемпе грузовиксен 130 водительне штраф тӳлеттернӗ. Çул-йӗр правилисен 2.7 пункчӗпе килӗшӳллӗн, водительсен ӗç-кану режимне пăсса транспорт хатӗрӗпе усă курма юрамасть. Рушан Шакиров та çул çинчи аварисем ытларах çывăрса кайнипе пулнине çирӗплетрӗ.
Çавăнпа кирлӗ чухлӗ çывăрмалла, канмалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев