«Защитники Отечества» фондӑн майӗсене анлӑлатнӑ
Раççей Президенчӗ Владимир Путин «Защитники Отечества» Патшалӑх фончӗн ӗçне анлăлатакан указа алӑ пуснӑ. Халӗ патшалӑхран пулăшу ятарлӑ çар операцийӗн (СВО) ветеранӗсем кӑна мар, йывӑр суранлансан та стройра юлнисем, çавӑн пекех чикӗ çумӗнчи территорисенчи инвалид пулса юлнă çапӑçу ветеранӗсем илме пултарӗç.
«Защитники Отечества» фонда СВО ветеранӗсене тата вилнӗ паттӑрсен çемйисене пулăшас тӗллевпе йӗркеленӗ. Владимир Путин хӑйӗн указӗпе фонд ӗçне ветерансен икӗ çӗнӗ категорине кӗртнӗ. Пӗрремӗш категорие ятарлă çар операци вӑхӑтӗнче йывӑр аманнӑ, анчах сусӑр пулин те службӑна малалла тӑсакан çар çыннисем кӗреççӗ. Иккӗмӗш категори ؘ– чикӗ çумӗнчи территорисенчи хӗçпӑшаллӑ хирӗçтăрусене сирсе яма хутшӑннӑ, инвалид пулса юлнă çапӑçу ветеранӗсем.
Маларах çакӑн пек пуçарупа статс-секретарь – РФ оборона Министрӗн çумӗ, «Защитники Отечества» патшалӑх фончӗн председателӗ Анна Цивилева тухнӑ, вӑл службӑна малалла тӑсакан сусӑр çар çыннисене уйрӑм пулӑшу тата реабилитаци кирлине палӑртнӑ.
«Йывӑр суранланнӑ пулин те службӑна малалла тӑсакан çар çыннисем – чӑн-чӑн паттӑрсем. Вӗсене тимлӗх уйăрни, пурӑнма майсем туса пани пӗлтерӗшлӗ. Патшалӑх пуçлӑхне пирӗн хӳтӗлевçӗсене тата вӗсен çемйисене пулӑшнӑшӑн тав тӑватӑп», – палӑртнă Анна Цивилева.
Алӑ пуснӑ указ официаллӑ майпа стройра юлнисене, реабилитаци кирлисене фонд пулӑшӑвӗсемпе усӑ курма май туса парать.
Вӗсем çакӑн пек пулӑшусем илме пултарӗç:
- Реабилитацин техника хатӗрӗсем – спорт протезӗсем, адаптивлӑ тумтир, аллӑ вӗççен çӳретмелли автомашинăсем.
- Пурӑнмалли пӳлӗмсене адаптацилемелли хатӗрсем – çурта пурӑнма май килнӗ таран майлаштарасси
- Спорт мероприятийӗсене хутшӑнма пулӑшасси, çав шутра «Кубок Защитников Отечества» ӑмӑртусем те.
Паян фонд филиалӗсем Раççейӗн пур регионӗнче те, çав шутра Тутарстанра та, ӗçлеççӗ. Социаллӑ координаторсем хӳтӗлевçӗсене медицинӑпа социаллӑ реабилитаци иртме кӑна мар, çӗнӗ професси илме, ӗçе вырнаçма, юридици пулӑшӑвӗ илме тата ытти ыйтусене хăвăрт татса пама пулăшаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев