Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Зинаида Иванова: «АЧАСЕНЕ ПУРНĂÇ ВАЛЛИ ÇИТӖНТЕРМЕЛЛЕ»

Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк ялӗнче пурăнакан Зинаида Федоровна Иванова вӗрентекен пулмах çуралнă пулӗ çав. Вăл пӗлӳ панă ачасем пултарулăхпа палăрса тăраççӗ.

Зинаида Федоровна Алешкин Саплăк ялӗнче 1961 çулхи сентябрӗн 5-мӗшӗнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Сакăр класс пӗтернӗ хыççăн, ачаран ӗмӗтленнӗ тӗллевне пурнăçлас шухăшпа Канашри педагогика училищине вӗренме кӗрет. Алла диплом илсе ялти шкула ӗçлеме вырнаçать. Утăм хыççăн утăм, çул хыççăн çул, çитӗнӳ хыççăн çитӗнӳ...

42 çул Зинаида Иванова ăс-хакăл туйăмне, чун-чӗре пуянлăхне шăпăрлансемпе пайлать. Ачасене вӗренӳ енчен кăна мар, вӗсен пултарулăхне, тавракурăмне тӗрлӗ енчен аталантарать. Кашни вӗренекен тӗрлӗ конкурсра, олимпиадăра, викторинăра пултарулăх кăтартать. 

Хӗрӗх икӗ çулта 200 ачан пӗрремӗш вӗрентекенӗ пулнă вăл. Вӗсен хушшинче учитель профессине суйласа ун ҫулӗпе кайнисем те пур.

«Ăс-хакăл, кăмăл-туйăм енчен те тӗрлӗ ача лекнӗ. Анчах кашни ачан лайăх, ырă енне уçма тăрăшатăп. Уроксем хыççăн юлса хушма пӗлӳ паратăп», – тет З.Ф.Иванова. Вăл вӗрентнӗ ачасем аслă шкулсене вӗренме кӗреççӗ, пурнăçра пысăк çитӗнӳсем тăваççӗ. Пирвайхи учитель ачан пурнăçӗнче пӗрремӗш утăмсем тума çул уçса парать, ăс-хакăл тӗнчипе паллаштарать. 

Зинаида Федоровна пӗрремӗш категориллӗ учитель, ӑста педагог, хăй суйланă профессие яваплăха туйса, чунтан юратса пурнăçлать. Паянхи кун ун класӗнче 9 ача. Яваплă çул. Тăваттăмӗш класс алăкне уçма хатӗр тăракан ачасемшӗн чăннипех те пăшăрханать вăл. Шкул коллективӗ ялти Культура çурчӗпе те тачă çыхăнса ӗçлет. З.Ф.Иванова вӗрентекен шăпăрлансем кунта тăтăшрах пулаççӗ: кружоксене çӳреççӗ, тӗрлӗ мероприятие хутшăнаççӗ.

Зинаида Федоровна хӗрачасене тӗрӗ тӗрлес ăсталăха та явăçтарать. Вӗсем валли ятарласа шкулта «Паха тӗрӗ» кружок ӗçлет. Чăваш тӗрриллӗ сăмса тутрисем, чăваш масмакӗсем класри пӗр кӗтесре вырăн йышăннă. Курава курсан: «Чăваш халăхӗн малашлăхӗ пур-ха», – тесе шутлатăн. Вӗсем кăçал Упи Культура çуртӗнче иртнӗ «Эпир Улăп йăхӗнчен» регионсем хушшинчи фестивальте алă ӗç ăсталăхӗпе пӗрремӗш вырăна тивӗçрӗç. 

Зинаида Федоровна чăваш чӗлхине тӗпе хурса ӗçлет, ачасене тăван чӗлхене юратма вӗрентет. Чăваш чӗлхин вăрттăнлăхне, ăслăлăхне ачасен чунӗ патне çитерес тесе мӗнле кăна тăрăшмасть-ши вăл?! Ахальтен мар ӗнтӗ вӗренекенсем чăвашла иртекен конкурссенче малти вырăнсене йышăнаççӗ. 

«Вӗрентекенӗн ӗçӗ çăмăл мар. Пӗчӗк ачаран, вулама-çырма пӗлменскертен, пулас инженер е тухтăр, пуçлăх е ăсчах çитӗнтересси пысăк яваплăх», – тет Зинаида Федоровна. Ачасене шкул валли кăна мар, пурнăç валли те ăс парса çитӗнтермелле тесе шутлать хисеплӗ вӗрентекенӗмӗр. Мӗн тери тӗрӗс те витӗмлӗ сăмахсем! Шăпах çак сăмахсене тӗпе хурса ӗçлет те Зинаида Иванова. 

Чуна çывăх ӗçре кăна çын хăйӗн телейне тупать. Чăн телейне вăл ӗçре кăна мар, çемьере те туптанă. Мăшăрӗ Федор Петрович Алешкин Саплăк шкулӗн автобус водителӗ пулса вăй хурать, вӗрентекенсене турттарать. Пӗрле вӗсем виçӗ ача пăхса çитӗнтернӗ. Тӗрӗс воспитани парса пурнăçăн анлă çулӗ çине кăларнă. Паянхи кун ачисем пурте çемьеллӗ. Ашшӗпе амăшне пăхса ытарайми тӑхӑр мăнук парнеленӗ. Чун тӗпренчӗкӗсем тăван киле пуçтарăнсан вара чăн-чăн уяв пуçланать: хаваслă ача кулли, шăкăл-шăкăл калаçу... Ивановсен кил-çурчӗ çак вăхăтра телей ытамне путать...

 «Аллă çула яхăн ӗçленипе те мухтанмастăп. Çак вăхăт хушшинче вӗрентсе кăларнă ачасен çитӗнӗвӗсемпе савăнатăп. Тен, вӗсенчен пурте пысăк должность йышăнман пуль, анчах вӗсем чăн-чăн çын пулса ӳснине куратăп. Вӗрентекеншӗн, атте-аннешӗн чи пахи çакă мар-и вара?» – тет калаçăва вӗçленӗ май Зинаида Иванова.

Раççейре 2023 çула вӗрентекенсене тата наставниксене халалланă. Профессипе эпир кирек кам пулар – пирӗн кашнин вӗрентекен пулнă. Çавăнпа та вӗрентекен профессине суйланă çынсен ӗç-хӗлне хаклама, курма вӗренмелле. Тӗрлӗ çемьерен килнӗ, кашни уйрăм кăмăл-туйăмлă ачасемпе пӗр чӗлхе тупасси, ăс-хакăл тӗнчине кӗртсе ярасси пӗртте çăмăл мар. 

Паянхи статьяна вара Валентин Урташ çырнă «Учитель» сăвă йӗркисемпе вӗçлес килет: «Учитӗлӗн ӗçӗ пит йывăр, атте те, анне те пулан. Атте-тӗк-выртса эс ан çывăр, анне-тӗк-ларса эс ан кан».

 

Наталья КЛЕМЕНТЬЕВА.

Çӗпрел районӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: учитель