Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЖУРНАЛИСТĂН ВĂЙӖ – ТӖРӖСЛӖХРЕ

Официаллă хыпар хатӗрӗсене вулама пăрахнă çын фейк фабрикин суя хыпарӗн тыткăнне лекет

Официаллă хыпар хатӗрӗсене вулама пăрахнă çын фейк фабрикин суя хыпарӗн тыткăнне лекет

Журналистика тытăмӗнче ӗçлекенсене ахальтен мар тăваттăмӗш власть представителӗсем тесе палăртнă. Информаци ӗмӗрӗнче МХХ витӗмӗ тата та пысăкрах. Çыннине, ун шухăш-кăмăлне кура сăмах сиплевçӗ те, хăрушă хӗç-пăшал пулса тăма та пултарать. Геополитикăри хирӗçтăрусемпе пӗрле информаци уçлăхӗнче те хӗрӳ «çапăçусем» пыраççӗ. Шел те, час-час ултавлă хыпар çиеле тухать, официаллă хыпар хатӗрӗсене вулама пăрахнă çын фейк фабрикин суя хыпарӗн тыткăнне лекет. Официаллă МХХсене «власть рупорӗ» штамппа виçме тытăнчӗç. Обществăлла шухăшлав аталанăвне блогерсем те пысăк витӗм кӳреççӗ. Уйрăмах çул çитменнисемпе çамрăксемшӗн вӗсем пысăк авторитет. Çавна кура аслисемпе çамрăккисен хушшинче ăнланманлăх çуралать. Журналист хыпарăн официаллă çăлкуçӗ çине таянса, закона пăхăнса ӗçлет пулсан  блогерăн ун пек явап çук, мӗн пуçа пырса кӗрет – çавна çырать. Паллах, пурте мар, обществăлла хирӗçтăру çуратма тӗллев лартнисем çапла хăтланаççӗ. Хыпартан хăйне кирлӗ контекста туртса кăларса информацие резонанс çуратас тӗллевпех юри пăсса парать.

Кун пирки «Татмедиа» Пичетпе массăлла коммуникацисен республика агентствин ертӳçи Айдар Салимгараев та ведомствăн коллегийӗнче асăнса хăварчӗ. Тӗрӗссипе, ку унăн доклачӗн тӗп теми пулчӗ. 

Пичетпе массăлла коммуникацисен республика агентствин анлă ларăвӗ январӗн 24-мӗшӗнче ТР Наци библиотекинче иртрӗ. Унта федераллă тата республика шайӗнчи МХХсен, ведомствăсен пресс-службисен ертӳçисем, власть органӗсен представителӗсем, пичет ӗçченӗсем хутшăнчӗç. Республика ертӳçисенчен ТР Президент Аппарачӗн ертӳçи Асгат Сафаров пулчӗ. Тӗп тӗллев 2022 çулăн пӗтӗмлетӗвӗсене туса 2023 çула ӗç планне палăртасси пулчӗ.  

Кризислă лару-тăрура патшалăх МХХсен кирлӗлӗхӗ палăрчӗ

«Çӗнӗ лару-тăрура кашни хăй вырăнне шырать. Паян пирӗн хушăра та 90-мӗш, 2000-мӗш çулсенче Интерньюс шкулне пӗтернисем пур, çав шутра Раççейри чи паллă МХХсен ертӳçисемпе ятлă журналистсем. Мӗн патне илсе çитерчӗ ку? Хăпартланса калаçни, пафослă сăмахсем хыçӗнче конкретлă задачăсем пытаннă пулнă: влаçа халăх   шанăçӗнчен кăларасси, обществăлла килӗшӳ институтне салатасси. Вăл мӗнле ӗçленине халь хамăр куртăмăр. Влаçăн пӗчӗк йăнăшне те тем чуль ӳстерсе кăтартса обществăлла протест çуратма ăнтăлчӗç. Кашни çул çӗршывӗ-çӗршывӗпе вӗсен танатине çакланнине куратпăр. Телее, пирӗн истори кун пек суйлав умӗнче тăмарӗ. Тутарстан конфессисен, нацисен хушшинчи килӗшӳлӗхпе пӗрлӗх çине тӗрев турӗ. Пысăк тав Минтимер Шаймиева граждан вăрçин хăрушлăхне курма тивменнишӗн. Халăхсен культурисене, йăлисене упраса хăварни пирӗн тӗп пуянлăх», – терӗ Айдар Саитгараевич. 

Агентство ертӳçи ятарлă çар операцийӗпе мобилизаци çинчен те сăмах хускатрӗ. Ун шучӗпе, çак лару-тăрура чи кирли – тӗрӗслӗх çинче тăни. «Çак тапхăрта ултавлă, шутласа кăларнă информаци лавӗпех тăкăнчӗ. Анăçри партнерсен ӗçӗ ку. Çапах эпир те юлса пымарăмăр. Вулакансене кирлӗ, тивӗçтерекен материалсене тупсах тăтăмăр. Тӗпчевсем кризислă лару-тăрура патшалăх хыпар хатӗрӗсен информацийӗ кирлине кăтартса пачӗç. Пирӗн вулакансемпе куракансем пулса иртни пирки тулли те тӗрӗс хыпар кӗтеççӗ. Ку енӗпе тата та вăйлăрах ӗçлемелле, аудитори йышне ӳстермелле, тӗрӗс информаци сарăлтăр тесен», – хушрӗ Айдар Салимгараев. Ун сăмахӗпе, паянхи кун медиасферăра публика шайне тухакан кашни çын журналистшăн конкурент пулма пултарать. Акă мӗншӗн официаллă МХХсен тӗрӗс те объективлă сăмахӗ кирлӗ. 

Интернет, социаллă сетьсен çиçӗмле хăвăртлăхлă аталанăвӗ журналистика умне çӗнӗ задачăсем лартать. Пулса иртни минутра, çеккунтра сарăлать. Çавăнпа хăвăртлăх хыççăн хăвалани усăсăр. Журналистикăн тӗп тӗллевӗ – пулса иртнине тӗрӗс хак парасси, обществăлла шухăшлава тӗрӗс енне çавăрасси. Агентство ертӳçин шучӗпе, блог ертсе пыни самана палли, практика кăтартнă тăрăх нумай блогер аталанса пынă май журналистикăнах килет. Çав вăхăтрах йăлари МХХсем блоггинга алла илсе пыраççӗ. Халăх шанăçне çӗнсе илнӗ журналист информацин тӗп каналне çаврăнать. 

Хаçат вулакансем 14 процент

Электронлă МХХсем аталанса пынă вăхăтра пичет продукцине кăмăллакансем те сахал мар, Раççей çыннисенчен 14 проценчӗ тăтăш хаçат-журнал вулать. Тутарстанра ку лару-тăру ытти регионсемпе танлаштарсан аванрах та. Айдар Салимгараев «ТАТМЕДИА» АО шутне кӗрекен хаçат-журналсене тиражсене тытса пынишӗн тав турӗ. 

Журналистика кадрӗсене хатӗрлесси пирки те каласа хăварчӗ агентство ертӳçи. Вăл палăртнă тăрăх, пулас журналистсене профессие улшăнусем кӗрсе пынине кура хатӗрлемелле. Ку енӗпе Пичетпе массăлла коммуникацисен агентствинче ӗç пырать: хула тата район хаçачӗсем валли Медиашкул,  ТР Президенчӗ Рустам Минниханов тӗрев панипе «Диалог» АНО вӗрентӳ площадки уçăлнă, Çӗнӗ медиасен мастерскойӗпе тачă çыхăну йӗркеленӗ. Шел те, ку проектсем ытларах адреслă ӗçлеççӗ. Çавăнпа журналистсене çӗнӗ компетенцисене алла илме вӗрентӳ системи шайӗнче улшăнусем кӗртмелле.  Ку енӗпе ХФУпа ӗç пуçланă. 

Саманаран юлмалла мар

Акционерла обществăн генеральнăй директорӗ Шамиль Садыков шучӗпе, хальхи журналистикăна интернет пысăк витӗм кӳрет. «Пичет хыпар хатӗрӗсене аслă çултисем кăмăллаççӗ, анчах çӗнни сетьре пурăнать. Реклама та, бизнес та унта куçса пыраççӗ. Малашне ку вăйланӗ çеç. Тӗп трендсен шутӗнче халӗ блоггинг. Блогерсем вӗсем  хăй шухăшӗпе пурăнаççӗ, паян мӗн пулса иртнипе ыран мӗн пулассине палăртма пултараççӗ, – терӗ «ТАТМЕДИА» АО генеральнăй директорӗ. – Çавăнпа МХХсен те юлса пымалла мар саманаран, çӗннине ӗçре адаптацилеме вӗренмелле, информацие тӗрлӗ коммуникаци мелӗпе çитермелле. Хыпар кашни енчен килет паян, чи кирли – тӗрӗссине тупма пӗлни. Эпир дезинформаци, фейк ӗмӗрӗнче пурăнатпăр. Çавăнпа официаллă пичет хатӗрӗсен çул кăтартакан маяк вырăнӗнче пулмалла», – пӗтӗмлетрӗ шухăшне Шамиль Садыков.

 

«Хама патша пек туйрăм» 

 

ТР Журналистсен союзӗн председателӗ Ильшат Аминов интереслӗ спикерсенчен пӗри пулчӗ. Ун шучӗпе, чи малтан журналистсене ӗçлеме лайăх условисем туса памалла, отрасльте ӗç укçи шайне ӳстермелле. «Ӗç çулне эпӗ район хаçатӗнче пуçланă. Ӗç укçи 130 тенкӗччӗ, гонорар 100 тенкӗ. Хальхи çине куçарсан ман шалу 230 пин тенкӗпе танлашнă. 500 тенкӗ отпускной илсен çемьене Сочие илсе кайрăм. Хама патша пекех туйрăм», – чăнни çинчен шӳтлесерех каларӗ Ильшат Юнусович. Журналистсен союзӗн ертӳçин шучӗпе, паянхи кун ятлă журналистсем кирлӗ. Вӗсем пулччăр тесен пур енлӗ условисем кирлӗ. Çынсен шанăçне çӗнсе илес тесен авторитетлă та пултаруллă журналистсем кирлӗ. «Паян радиопа телевидени, хаçат-журналсен хушшинчи уйрăмлăх пӗтсе пырать. Пурте видео ӳкереççӗ, социаллă сетьсене тухаççӗ. Çавăнпа квалификаци требованийӗсене туса университета çитермелле. Ан тив пур енлӗ ӗçлеме пӗлекен журналистсене хатӗрлеччӗр», – терӗ Ильшат Аминов. 

 

Асгат Сафаров Лисичанскра пулнă журналистсене тав турӗ

 

Коллеги пӗтӗмлетӗвне ТР Президент Аппарачӗн ертӳçи Асгат Сафаров турӗ. Хăй сăмахне 2022 çулта Раççей информацилле вăрçăпа куçа-куçăн тӗл пулнинчен, хирӗçле вăйсем Раççей çыннисен хушшинче хирӗçтăру çуратма ăнтăлнинчен пуçларӗ. «Çак лару-тăрура МХХсен пӗлтерӗшӗ палăрмалла ӳсрӗ. МХХсем тӗрӗс информацие вăхăтлă пӗлтерсе тăни кăна çынсене ултав пусмăрлăхӗнчен упраса хăварчӗ. Пире хирӗçле çӗршывсем Раççей çыннисен хушшинче суя информаци сарса хăратма пăхрӗç. Анчах вӗсен ӗç тухмарӗ. Ку сирӗн тивӗç», – журналистсене тав турӗ Асгат Сафаров. Ун сăмахӗпе, республикăра тухса тăракан хаçат-журналсен информацие тӗрӗс ăнлантарма пӗлмелле. Провокацилле заголовоксем, контекстран туртса кăларнă иккӗленӳллӗ шухăшсем пулмалла мар. Ку çынсене хумхантарма, улталантарма пултарать. Лисичанска кайса килнӗ журналистсене уйрăммăн тав турӗ. МХХ ӗçченӗсен тӗп задачисен шутне, информаципе тивӗçтернисӗр пуçне, обществăра патриотизмла туйăмсене çирӗплетнине кӗртрӗ.  Çар мухтавӗн кунӗсене, Аслă Çӗнтерӗве, салтаксен паттăрлăхне уйрăм тимлӗхе илме ыйтрӗ.

Юлашкинчен  журналистсене пӗлтӗр Тутарстаншăн пӗлтерӗшлӗ пулăмсене – Аслă Пăлхар 1100-çуллăхне, «Хусан – ОИСăн çамрăксен тӗп хули» тата ытти мероприятисене туллин çутатнăшăн тав турӗ. 

Коллеги ларăвӗ ӗçре пысăк çитӗнӳсем тунисене тата пичетпе журналистика отраслӗнче нумай çул тăрăшса ӗçлекенсене патшалăх наградисем панипе вӗçленчӗ. 

Р.Гали сăнӳкерчӗкӗ, 

«Татар-информ».

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: татмедиа