Кӗмӗл саслă юрăç кăçал пирӗн Ксения Захарова!
Март уйăхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарта чăваш юррин Пӗтӗм Раççейри XX «Кӗмӗл сасă» фестиваль-конкурсӗ иртрӗ. Ăна Чăваш наци конгресӗ ЧР Культура, национальнăçсен ӗçӗсен тата архив ӗçӗн министерстви пулăшнипе ирттерет.