Çӗнӗ Шупашкарта йывăр атлетсем
Паян Çĕнĕ Шупашкарта пирĕн ентеш, йывăр атлетикăпа Мореальте 1976 çулта Олимп чемпионĕ пулса тăнă чăваш Николай Колесников ячĕпе йывăр атлетика турнирĕ иртет. Ăна пуçарса яраканĕ пичет ветеранĕ Петр Сидоров. Аса илтеретпӗр, хальхи вăхăтра Николай Алексеевич Колесников йывăр атлетикăпа хĕрарăмсен Раççей сборнăйне ертсе пырать.