News by date 1 October 2021
-
ÇӖРШЫВ ЙЫВĂРЛĂХА ЛЕКСЕН…
Сăр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тума пуçланăранпа 80 çул
-
Tатьяна МАЙОРОВА: «ЭПИР ХĂВĂРТ ÇИТӖНТӖМӖР»
Августăн 15-мӗшӗнче Теччӗ районӗнчи Юккел ялӗнче пурăнакан Татьяна Егоровна Майорова пысăк юбилей – 95 çул тултарнине – палăртрӗ! Аслă ăру çыннисенчен нумайăшӗнни пекех Татьяна Егоровна та çăмăл мар пурнăç пурăннă. Вăл пурнăç çулӗпе чыслăн та тивӗçлӗн утать, çынсем ăна яланах хисепленӗ. Хăй ӗмӗрӗнче савăнăçне те курнă, хуйхи-суйхине те тӳснӗ вăл. Унăн шăпи çав йывăр çулсенче пурăннă нумай çыннăнни пекех.
-
МАЛАШНЕ ЧĂВАШ ÇЫРАВÇИСЕН СОЮЗНЕ ИРИНА ТРИФОНОВА ЕРТСЕ ПЫРӖ
Сентябрӗн 24-мӗшӗнче Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн V съезчӗ иртрӗ. Унта Тутарстанри çыравçăсемпе (шел, пурте килеймен) районсенчи ЧНКЦ председателӗсемсӗр пуçне Шупашкартан килнӗ хăнасем те хутшăнчӗç. Вӗсен шутӗнче «Тăван Атăл» журналăн тӗп редакторӗ, паллă çыравçă, журналист Арсений Тарасов, Чăваш наци радиовӗн ӗçченӗ, «СВ-Пресс» издательсен ушкăнӗн директорӗ, ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Александр Вражкин, ЧР Вăрçă, ӗç, Хӗç-пăшаллă Вăйсен тата йӗрке хуралӗн органӗн ветеранӗсен организацийӗн ертӳçи Генрих Васильев тата ыттисем пулчӗç.
-
ПӖР ВАТĂ ТА ТИМЛӖХСӖР ЮЛМӖ
Статистика кăтартăвӗсем вӗсем аттракцион евӗр, пӗр çӳлелле кармашаççӗ, пӗр аялалла вирхӗнеççӗ. Республикăра пурăнакансене çул ӳсӗмӗ енчен пăхсан, 2015 çултипе танлаштарсан, Тутарстан халăхӗ ватăлса пыни курăнать. Ултă çул хушшинче пенси çулӗнчи çынсен шучӗ 1,5 процента ӳссе 962,1 пин çынпа танлашнă. 2015 çулта вӗсем 896,1 пин пулнă. Прогнозсем тăрăх, 2030 çул тӗлне ваттисен шучӗ 2021 çултинчен 1,7 процент чухлӗ сахалрах пулать – 923,5 пин çын. Çав вăхăтрах республикăра пурăнакансен пӗтӗмӗшле шучӗ вара ӳсмелле. Ахăртнех ачасем ытларах çуралма пуçлаççӗ. Çак статистикăна пăхас пулсан ялсем ватăлса пыни те курăнмасть. 2021 çулта яллă вырăнсенче 899,7 пин çын пурăннине палăртнă, çав шутран 254,5 пинӗ (28,3 процент) – ваттисем.