News by date 2 November 2017
-
Пулас Олимп чемпионӗ!
(Ирина Трифонова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Хусан фигурисчӗ Адель Набиуллин «Ростелекомăн» «Дети на льду. Звезды» ТВ-шоура призерсен шутне кӗнӗ. Тăхăр çулти Адель федераллă шайри пăр шоувӗнче виççӗмӗш вырăн йышăннă. Çамрăк спортсмен ытти çӗнтерӳçӗсемпе пӗрле эрешлесе ярăнассипе вӗренме «Ростелекомран» грант илме тивӗçнӗ. «Дети на льду. Звезды» чи çамрăк фигуристсем валли йӗркеленӗ конкурс пулсан...
-
Пирӗн аслă юлташчӗ...
(К. Малышев сăнӳкерчӗкӗ). Опытлă педагог, таврапӗлӳçӗ, çыравçă, РСФСР тата СССР халăх çутӗçӗн отличникӗ, пирӗн çывăх тусăмăр, Теччӗ районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн председателӗнче нумай çул тăрăшнă Владимир Григорьевич ВЕРИЯЛОВ вăхăтсăр вилсе кайнипе унăн çывăх çыннисемпе, тăванӗсемпе пӗрле тарăннăн хурланни çинчен пӗлтеретпӗр. Владимир Григорьевич çут тӗнчерен уйрăлни пирӗншӗн пуриншӗн те пысăк...
-
AgroSkills чемпионатра иккӗмӗш
Тури Услонри зверосовхозăн выльăх тухтăрӗ Ренат Пирогов AgroSkills ял хуçалăх чемпионачӗн «Ветеринари» компетенцийӗпе Ставропольте иртнӗ тапхăрӗнче иккӗмӗш вырăн йышăннине хыпарлать ТР Министрсен Кабинечӗ çумӗнчи Ветеринарин тӗп управленийӗн пресс-служби. Конкурсантсем ял хуçалăх выльăхӗсен сывлăхне тӗрӗсленисӗр пуçне микробиологи тӗрӗслевӗпе пӗчӗк операцисем таранах тунă. Вӗсен ăсталăхне вара 30 эксперт тӗрӗслесе хакланă. Ставрополь AgroSkills...
-
Пӗл пирӗннисене!
(Майя Игнатьева. С.Ферапонтов архивӗнчи сăнӳкерчӗк). Элкел районӗнчи Кивӗ Тахтал шкулӗ çумӗнче улттăмӗш çул пиçиххипе кӗрешессипе секци ӗçлет. Паянхи кун унта 35 вӗренекен çӳрет. Тренировкăсене эрнере тăватă хутчен, ăмăртусем умӗн кашни кунах Пасарлă Матакри ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулӗн ертӳçи тата тренерӗ Р.Р.Вафин килсе ирттерет. Ку кӗрешӳ тӗсӗсӗр пуçне Рамис Рустамович ачасене...
-
Хусанта çамрăксен форумӗ пулать
Тутарстан халăхӗсен Çамрăксен ассамблейи ТР Çамрăксен ӗçӗсен тата спорт министерстви пулăшнипе ноябрӗн 16-19-мӗшӗсенче Хусанта V «Халăхсен туслăхӗ - Тутарстан пуянлăхӗ» Тутарстанри наци çамрăкӗсен республика форумне ирттерме хатӗрленеççӗ. Тӗллевӗ - муниципаллă районсен çамрăкӗсене нацисем хушшинчи килӗшӗве çирӗплетес, çамрăксен хушшинче национализм профилактики ӗçӗсене явăçтарасси. Форума республика районӗсен, Тутарстан халăхӗсен ассамблейине кӗнӗ НКАсен...