News by date 2 December 2016
-
Авалхи йăла çӗнӗлле
Авал чăваш йăла-йӗрке ирттермесӗр çӗр ӗçне пуçăнман, вӗçлесен пӗрле пуçтарăнса Пӳлӗхçе тав тунă, тухăçа лайăх упрама ыйтнă. Чăн та, вăхăт иртнӗçемӗн майпен йăла-йӗркесем манăçа тухса малтанхи пӗлтерӗшне çухатнă. Кӗркуннене вӗçлекен «Кӗр сăрине» те акă, эпир ытларах тухăç, пӗр-пӗрин патне хăнана çӳремелли уяв пек кăна пӗлетпӗр. Апла-и, капла-и вăл та пирӗн...
-
Юбилей концерчӗ
«Хусан чăвашӗсем» вокалпа инструмент ансамблӗ куç умӗнче тӗвӗленсе çуралчӗ темелле. Хусанти патшалăх культурăпа искусствăсен институчӗн студенчӗ Алексей Наумов «Сувар» хаçата пӗрремӗш хут килни халӗ те асра. Ун чухнех вăл чăваш эстрадине çӳллӗ шая çӗклесе аталантармалли пирки хавхаланса калаçнăччӗ. Çамрăк композитор тăван халăхăн юрă искусствишӗн чунтан пăшăрханни курăнчӗ. Çак ӗçе вăл...
-
Усал çынна эмел те пулăшмасть
Ноябрӗн 20-мӗшӗ - Хусан митрополитне çветтуй асапçă Кирила асăнмалли кун. Çак кун Хусанти ун ячӗллӗ архиерей подворийӗнче кунӗпе мероприятисем иртрӗç. Хусаншăн питӗ пысăк та пӗлтерӗшлӗ куна паллă тума хулари храмсемпе мăнастирсен настоятелӗсем, вырăнти духовенство, тӗрлӗ регионсенчи паломниксем хутшăнчӗç. Престол уявне халалланă литургие Хусан Епархийӗн управленийӗн протоиерейӗ Владимир Самойленко илсе пычӗ....
-
Ник Вуйчичăн паттăрлăхӗ
Ноябрӗн 19-мӗшӗнче Хусана хавхалантаракан тӗнчипе паллă оратор, меценат, çыравçă Ник Вуйчич «Мир без границ» программăпа килчӗ. Çак кун «Татнефть-Арена» спорт керменӗнче Ник Вуйчича курма, унăн кашни сăмахне тимлеме çичӗ пине яхăн çын пуçтарăнчӗ. Куракансем хушшинче мероприяти йӗркелӳçисем республика районӗсенчен темиçе автобуспа илсе килнӗ инвалид ачасем, Хусанти ача-пăча приючӗсен воспитанникӗсем, начар...
-
«Çепӗç Нечкебил»
Ноябрӗн 26-мӗшӗнче «Пирамида» культурăпа кану комплексӗнче XII «Нечкэбил» конкурсăн финалӗ пулчӗ. Куракансем унта Тутарстанăн 12 çемйин историйӗпе паллашрӗç. Çак проектра пӗрремӗш хут малти вырăна икӗ çемье - Маташовсемпе (Алексеевски поселокӗ) Галимовсем (Пуян Саба поселокӗ) тухнă. Вулакансене аса илтеретпӗр, «Нечкэбила» чăваш çемйисем те йышлăн хутшăнчӗç. Вӗсенчен пӗри Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелӗнче...
-
Раççей шкул ачисен юхăмӗнче
Пӗкӗлме районӗнчи Наратлă шкулӗнче вӗренекенсене нумай пулмасть Раççей шкул ачисен юхăмне хаваслă лару-тăрура йышăнчӗç. Çак организацие кӗмешкӗн шкул коллективӗ нумай тата тӗплӗн хатӗрленчӗ. Организацин пӗлтерӗшне ăнлантаракан чылай материала вуласа ачасене ăнлантарса пачӗ, гимн вӗрентрӗ. Кӗтнӗ кун çитсен шкул линейкинче ачасене галстук çыхтарчӗç. Аннесен кунне халалланă уява та ватти-вӗтти пӗрле тӗплӗн...
-
Чыс та хисеп аннесене!
Элмет районӗнчи Ерӗспел ял хутлăхне Николай Владимирович Кожуков ертсе пыма тытăннăранпа Аннесен кунне вырăнти Культура çурчӗпе пӗрле çулсерен çӳллӗ шайра ирттеретпӗр. Ноябрӗн 27-мӗшӗнче те ял Аннесен та Инвалидсен кунне чаплăн паллă турӗ. Çак уявăн тӗп геройӗсем - пиллӗк тата ытларах ача ӳстернӗ аннесем, вӗсем пирӗн Ерӗспелӗнче 20-ӗн пулчӗç. Вӗсенчен пӗри...