News by date 4 July 2021
-
Июлӗн 10-мӗшӗнче Аксура иртекен Уявра «Сувара» çырăнакан пӗр çын та парнесӗр юлмӗ.
Хаклă вулаканăмăрсем! «Сувар» хаçата çулталăк тăршшӗпех çырăнма пулать. 2021 çулăн 2-мӗш çур çулӗ валли хаçат- журнал çырăнас тӗп кампани вӗçленчӗ. Иртнӗ çур çултипе танлаштарсан, «Сувар» çырăнакансен йышӗ, шел пулин те, кăштах чакрӗ. Çулла ӗç нумаййипе-и, яланах çапла. Кам-тăр ерçейменнипе вăхăтра çырăнма манса та кайнă пулӗ. Телее, хаçата хуть хăш уйăхран та çырăнма пулать. Халь çырăнсан вăл сирӗн пата август уйăхӗнчен килсе тăма пуçлӗ.
-
Элкел районӗнчи Хусанкай ялӗнчен çамрăксем тармаççӗ
Элкел тăрăхӗнчи чăвашсем авалхи йăлана манмаççӗ. Сиктӗрме-Хусанкай ялӗ патӗнчи Ӗнчӗ юханшывӗ хӗрринче июнӗн 19-мӗшӗнче Акатуй ирттерчӗç. Республикăри кашни çыннăн сӗтелӗ çинче çавра çăкăр пултăр тесе район хирӗсенче шуçăмран пуçласа каçчен тăрăшакан çӗр ӗçченӗсем çак уявăн тӗп паттăрӗсем пулса тăчӗç. Элкел районӗн пуçлăхӗ Александр Никошин вара пухăннисене чăвашла саламласа нумайăшне тӗлӗнтерчӗ.