News by date 5 February 2017
-
Шелепи ентешӗсем те Хусанкай ячӗллӗ конкурса хутшăнаççӗ
Николай Полорусов-Шелепи поэзийӗ çамрăк Хусанкай çине питӗ пысăк витӗм кӳнӗ. Вăл пӗрремӗш чăваш халăх поэтне хăйӗн вӗрнетекенӗ вырăнне хунă. Шелепи ентешӗсем паян Хусанкай сăввисене пăхмасăр калама вӗренеççӗ. Аксу районӗнчи Тимушкелӗнчи вăтам шкулăн Беловкăри филиалӗнче пуçламăш классенче вӗренекенсем Петӗр Хусанкай сăввисене вулаççӗ. 1-мӗш клас вӗренекенӗ Ангелина Максимова «Сăпка юрри» сăвва каласа...
-
Пăва районӗнчи Альших вăтам шкулӗнче 10-мӗш класра вӗренекен Петӗр Хусанкайăн «Таня» поэминчи сыпăка вулать
Арина Киргизова шкулта лайăх паллăсемпе вĕренет, пур мероприятисене те хутшăнать. Районта ирттерекен "Тăхăрьял шăпчăкĕ", сăвă калакансен конкурсĕсенче, чăваш чĕлхипе тата литературипе ирттерекен олимпиадăсенче яланах çĕнтерӳçĕсен ретĕнче. Кăçал Альших ватам шкулĕнче Тăван чĕлхесен кунне Петĕр Хусанкая халалланă. Унта Арина "Таня" поэмăн 17-мӗш сыпăкне вуларĕ.