News by date 5 February 2022
-
Çутçанталăкран йăлт пăрса кăларса ун умӗнчи парăма татса пымасан мӗн хăварăпăр эпир хамăр хыççăн?
«Эпир мӗн ӗçлени – йăлтах тутарстансен экологилле пурнăçне тата экологи тавралăхне лайăхлатассишӗн», – терӗ ТР экологипе çутçанталăк министрӗ Александр Шадриков январӗн 25-мӗшӗнче ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра. Журналистсемпе тӗлпулăва министрăн пӗрремӗш çумӗ – ТР çутçанталăка сыхлассипе тӗп патшалăх инспекторӗ Айрат Шигапов та хутшăнчӗ.
-
Петр Дементьев – Пăва уесӗнче ӳснӗ министр
1953 çулта П.В.Дементьева СССР авиаци промышленноçӗн министрӗ пулма çирӗплетеççӗ. Çак яваплă должноçра вăл 1977 çулччен – хăй виличчен ӗçленӗ. «Петр Великий» çирӗп характерлă пулнă, тӗрӗслӗхе юратнă. Вăл хăйӗн отрасльне çав тери лайăх пӗлнӗ, çакна тӗрлӗ заводсенче тăрăшакан нумай рабочие ятранах пӗлни те çирӗплетет. Çав вăхăтра пурăннă çынсем каланă тăрăх, Петр Васильевич кăкăрӗ çинче нихăçан та наградисене çакса çӳремен. Унăн нимӗнле хурал та пулман, йывăр ӗç кунӗ хыççăн каçсерен вăл урамра пӗчченех уçăлса çӳреме юратнă – çапла чунне лăплантарнă. Министрăн юратнă каларăшӗсенчен пӗри çакă пулнă: «Требуй от жизни невозможного – и получишь максимум».
-
Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă конкурссем пуçлатпăр. Хутшăнăр!
Кăçалхи январӗн 22-мӗшӗнче пирӗн ентешӗмӗр, Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче çуралса ӳснӗ Чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитрӗ. Тӗлӗнмелле талантлă поэтăн сăввисемпе поэмисем нихăçан та кивелмеççӗ, вӗсем паянхи кун та актуаллă. Тӗрлӗ шайри конкурссенче халӗ те Хусанкай сăввисем янăраççӗ, ытти халăхсем чăваш поэчӗсенчен чи малтан Хусанкая асăнаççӗ. Çакă ахальтен мар. Петр Петрович чăваш халăхӗ валли вилӗмсӗр йӗркесем çырнă кăна мар, ытти халăхсене те хамăр халăх еплерех мăнаçлă пулни пирки каласа панă, хăй те нумай чӗлхерен куçарнă. Ентешӗмӗр тунă ӗçсем вилӗмсӗр. Çавăнпа та Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине тӗпе хурса «Сувар» хаçатра конкурссем ирттерме шутларăмăр.