News by date 7 January 2017
-
Гидромедцентр пӗлетрнӗ тăрăх
Тутарстанри синоптиксем республикăра вăйлă сивӗ пуласса асăрхаттараççӗ. Январӗн 8-мӗшӗнче республика кăнтăрӗнче 14 градус сивӗ, çурçӗрти районсенче - 20 градус таран. Хусанта -çӗрле 25-ке те çитме пултарать. Январӗн 9-мӗшӗнче сывлăш температури кăнтăрти районсенче - 17-23 градуса çитӗ, республикаăн çӳрçӗрӗнче -24-29 градус пулать. Çӗрле çанталăк - 32 градуса çитме пултарать. Январӗн 10-мӗшӗнче...
-
Хулаçырмисем раштав уявларӗç
Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнчи чиркӳре январӗн 6-мӗшӗнче православи тӗнӗн чи пӗлтерӗшлӗ праçникне - Иисус Христос çуралнă куна палăртрӗç. Çак тӗллевпе аслăрах классенче вӗренекенсем шкул директорӗн воспитани енӗпе çумӗ Надежда Мокшина ертсе пынипе Çӗнӗ Халалри притчăна кăтартса пачӗç. Çак мероприятие эпир иккӗмӗш çул ирттеретпӗр ӗнтӗ. Ачасем хаваспах хутшăнаççӗ унта. Пирӗн ялта...
-
Кăçал Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитет
Юлташсем! Часах (январĕн 22-мĕшĕнче) Чăваш халăх поэчĕ П.П. Хузангай çуралнăранпа 110 çул çитет. Аслă поэтăмăра хисеплесе çак уяв тĕлне атьăр унăн сăввисене вуланине телефонпа ÿкеретпĕр те, Одноклассникинче, Контактра, Фейсбукра е Инстаграммра ( #хузангай ) вырнаçтаратпăр! Чи-чи пултуруллисене палăртма майсем тупăпăр, кун пирки пăшăрханма кирлӗ мар, Пӗлтерӗшӗ урăххинче - Петӗр Хузангай...
-
Хусанта хамăр пачăшкă пур
Хусанта ӗлӗкрех Большая Красная урамӗнче Параскева Пятница чиркӗвӗнче пысăк уявсенче чăвашла та кӗлӗ вулатчӗç. Çакă хулара пурăнакан чăвашсене савăнтарнă, паллах. Анчах 5 çул каялла лару-тăру улшăнчӗ. Халӗ вăл чиркӳре чăваш сăмахӗ илтӗнмест. Çулталăк каялла Тутарстан тата Хусан владыки улшăнсан Феофан хăйпе пӗрле служит тума Хусана Чӗмпӗрти чăваш пачăшкине Игнатий Аттене...