Аслă Çӗнтерӗвӗн 77-çуллăхӗпе саламлатпăр!
Паян, майăн 9-мӗшӗнче, эпир Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 77 çул çитнине паллă тăватпăр. Кашни Раççей çыннишӗн вăл тӗп уяв шутланать. Вăрçă тӗкӗнмен пӗр çемье те юлман çӗршывăмăрта. Аслă çӗнтерӳшӗн фронтра та, тылра та хаяр çапăçу пынă. Пысăк хак панă Совет халăхӗ çак çӗнтерӳшӗн.
Паянхи кун, пӗтӗм тӗнче черетлӗ хут пире хирӗç тăнă чух, Аслă Çӗнтерӗвӗн пӗлтерӗшӗ, ветерансен, тыл ӗçченӗсен паттăрлăхӗ тата та хаклăрах. Акă мӗншӗн Тăван çӗршывăн Аслă Çӗнтерӗвӗпе çыхăннă тӗрӗслӗхе пирӗн чи хаклă мул пек упрамалла, ăруран ăрăва çав тӗрӗслӗхе парса пымалла.