News by date 10 April 2021
-
Нацизма çӗнӗрен чӗртсе Раççей ветеранӗсене кӳрентерекенсен тӗрмере ларас е пысăк штраф тӳлес килмесен ӳлӗмрен чӗлхене çыртмах тивет
Oбществăлла вырăнта та, интернетра та кăшкăрашаймӗç текех. Мӗншӗн тесен РФ Уголовнăй кодексӗн 354-мӗш статйине кӗртнӗ улшăнусен законне РФ Президенчӗ Владимир Путин çак кунсенче алă пуснă. Правăпа çыхăннă информацисен интернет-порталӗнче документпа паллашма пулать
-
ЮХМА Мишши: "УТМĂЛ ÇУЛ ЫТЛА АВАЛЛĂХА ТӖПЧЕРӖМ"
Михаил Николаевич Юхма (Ильин) 1936 çулхи апрелӗн 10-мӗшӗнче Чăваш Енри Патăрьел районӗнчи Сăкăт ялӗнче çуралнă. Вăл – прозаик, драматург, куçаруçă, публицист, обществăлла деятель, СССР Писательсен союзӗн пайташӗ (1964). И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика институтне (1961), А.М.Горький ячӗллӗ Литература институчӗ çумӗнчи Литературăн Аслă курсне (1977), ГИТИС çумӗнчи Театрăн Аслă курсне (1979) пӗтернӗ. Чăвашсен обществăпа культура центрне йӗркелесе ярса (1989) ертсе пырать. 1992 çултанпа Чăваш писателӗсен союзӗн, каярахпа (2006) ЧР Писательсен союзӗн правленийӗн пуçлăхӗ. 1966 çултанпа – профессиллӗ писатель. Вăл 300 яхăн кӗнеке çырса халăх патне çитернӗ, чылай кӗнекине ют çӗршыв тата Раççей халăхӗсен чӗлхисем çине куçарнă. Пархатарлă нумай ӗçленӗшӗн тӗрлӗ наградăсемпе хисеп ячӗсене тивӗçнӗ. 1993 çултанпа – Чăваш халăх писателӗ.