News by date 10 May 2017
-
Хусанта çамрăк ентешсен вăййисем иртеççӗ
Хусанта май уйăхӗн 14-мӗшӗнчен пуçласа 20-мӗшӗччен Пӗтӗм тӗнчери çамрăк ентешсен III вăййисем иртеççӗ. Вăйăсем ентешсен ачисем (ют çӗршывсенче пурăнакан) хушшинче иртеççӗ. Вăйăсен тӗллевӗ халăхсен хушшинчи туслă çыхăнăва çирӗплетесси, ачасене спортпа кăсăклантарасси. Кăçал вăйăсене 47 çӗршывран (Австри, Армени, Ирланди, Норвеги, Испани тата ыттисем те) хутшăнаççӗ. Пурӗ 600 ача. Масштаблă мероприяти ултă...
-
«ТАТМЕДИА» АО парнесем вылянтарать
Хисеплӗ вулакансем! «ТАТМЕДИА» акционерлă общество кăçал та парнесем вылянтарать. Тӗп приз - телевизор тата цифрăллă фотоаппарат! Вӗсемсӗр пуçне сурăх çăмӗнчен хатӗрленӗ ăшă утиялсем те выляса илме пулать. Çак парнесене илес тесен «ТАТМЕДИА» кăларакан хаçат-журнала (виççӗрен кая мар) май уйăхӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа июнь уйăхӗн 30-мӗшӗччен çур çула çырăнмалла та квитанци копийӗсене...
-
Кӗнекесен тӗнчи пуянланать
2017 çулта таврапӗлӳпе çыхăннă çӗнӗ кӗнекесем питӗ нумай пичетленсе тухаççӗ. Вӗсен шутӗнче Александр Семенов-Саврушăн «Тайны земли Савруш-батыра» тата Виктор Симаковăн «Здесь живут потомки болгар» та пур. Авторсем чăвашсем пулсан та, кӗнекисене вырăсла çырнă, вӗсенче истори ыйтăвӗсене çутатса панă. Тӗслӗхсене сăнӳкерчӗксемпе çирӗплетни те кăмăллă. Вӗсем иккӗш те Аксу районӗнчи таврапӗлӳçӗсем пулни...
-
Теччӗ районӗнчи Ивановка ял пирки кӗнеке тухнă
Нумай вăхăт иртмест, Теччӗ районӗнче çӗнӗ кӗнеке «Деревня Ивановка» пичетленсе тухнă. Унăн авторӗ Чăваш халăхӗн академикӗ Вериялов Владимир Григорьевич. Кӗнекене Ивановка яла никӗсленӗренпе 90 çул çитнине халалланă. Автор ку яла ахальтен суйламан, тăванӗсем пурăннă ял пирки вăл çырса кăларма тахçанах ӗмӗтленнӗ. Кӗнекере Ивановка ялӗсӗр пуçне Теччӗ хули пирки те самай...
-
Юнеско списокне Сӗвеш (Свияжск) хули те кӗрӗ
ЮНЕСКОн Пӗтӗм тӗнчери пуянлăх списокне Тутарстанри Сӗвеш хулине те кӗртме пултарççӗ тесе пӗлтерет РИА Новости. Çулла Краковра ЮНЕСКОн Пӗтӗм тӗнчери пуянлăх комитечӗн черетлӗ ларăвӗ иртет. Çав ларура икӗ çӗнӗ заявка пăсха тухаççӗ: Сӗвеш хули тата Раççейпе Монголин проекчӗ "Ландшафты Даурии". Аса илтеретпӗр, Сӗвеш хули Тутарстан Республикинче Ешӗлвар районче Атăлпа Сӗве...
-
Пӗрремӗш экологи сплавӗ
Май уйăхӗн 6-мӗшӗнчен пуçласа майăн 9-мӗшӗччен Вырăс географи обществи пысăк мероприяти ирттернӗ. Пӗрлешӗвӗн пайташӗсем 4 кунлă экологи ишевӗ - сплав ирттернӗ. Çак пулăм хăвăрт юхакан Иж юханшывӗнче пулнă. Географи обществи Тутарстанра Экологи çулталăкӗн шайӗнчи пӗрремӗш акци ирттерни пӗлтерӗшлӗ. Экологи сплавӗ Удмурт Республикин Яган поселокӗнчен пуçланса Тутарстан Республикин Агрыз районӗнчи Назяр...
-
Чăваш халăх поэчӗн Шелепин шереписем
Кашни халăхăнах хăйӗн чаплă çыннисем, наукăпа культурăра, литературăпа ӳнер ăсталăхӗнче çутă йӗр хăварнă ăсчахӗсемпе çыравçисем, композиторӗсемпе художникӗсем пур. Раççейри пӗрремӗш революци (1905-1907) вăхăтӗнче социаллă та нациллӗ пусмăра хирӗç тăнă халăх кăштах ирӗклӗхпе çăмăллăх илет, культурăна аталантарма та хăшпӗр таран лайăхрах майсем пулса тăраççӗ. Н.В.Никольский чăваш профессорӗ пуçарнипе чăваш халăхӗн пӗрремӗш...
-
Кăштах кулăш
Туй хыççăн тепӗр кунне çамрăк упăшка мăшăрне хăй икӗ ачашăн алимент тӳлесе тăни пирки пӗлтерет. - Уншăн кулянмалли çук, чунăм, мана хама анне патӗнче ялта пурăнакан ачасемшӗн малтанхи икӗ упăшка алиментсем тӳлесе тăраççӗ, - лăплантарать çамрăк арăм. * * * - Ырă тунине мӗнле ăнланмалла? - Ырă туни япăх çынна...