Мускава çитме пӗр утăм. Е мӗнле пурăнаççӗ Тутарстанри бизнесменсем?
Транспортпа пурлăх налогне тӳлемелле мар, инфраструктура ресурсӗсемпе тивӗçтереççӗ, ӗçле кăна. Çапах пӗчӗк тата вăтам бизнеса тӗрев парассипе ятарлă программăсем йышăнсан та пурте упранса юлайман, чылай предприяти хупăннă.
Раççейӗн Инвестицилле стратегисен агентствин кăтартăвӗсемпе вара Тутарстанра бизнеса аталанма чи лайăх условисем туса панă. Вӗсен хаклавӗпе власть органӗсем административлă процедурăсене çăмăллăн та хăвăрт йышăнса пурнăçласа пыраççӗ. Ку енӗпе республика Мускавран пӗр утăм çеç юлса пырать.
Республикăра промпарк резиденчӗсене транспортпа пурлăх налогӗнчен те хăтарнă. Çак çăмăллăхсемпе тата льготăсемпе усă курас тесен предпринимателӗн Экономика министерствипе бизнеса чăн та индустри паркӗн территорийӗнче илсе пыни пирки килӗшӳ тумалла. Унсăр пуçне предпринимателӗн Тутарстанра ӗçлесе налога республика бюджетне тӳленине, заявка панă вăхăтра пӗчӗк тата вăтам бизнес субъекчӗ (МСП) пулнине çирӗплетмелле. Республикăри ытти районсемпе хуласене аталантарас тӗллевпе-ши çак пулăшу мерисемпе районсенчи промпарксенче регистрациленнӗ резидентсем кăна усă кураяççӗ, Хусанпа Çырчаллинчи индустри паркӗсем кӗмеççӗ. Тепӗр критери – промпарксенчи резидентсен шайӗ 70 процентран иртсе каймалла мар тата Экономика министерстви паракан ятарлă аккредитаци пулмалла.
«Льготăсене эпир заявка тăрăх паратпăр. Вӗсем предприниматель пирӗнпе килӗшӳ тунă хыççăн ӗçе кӗреççӗ. Мӗншӗн-ха Хусанпа Çырчаллинчи промпарксене программăна кӗртмен? Ăна районсенчи промпарксене пысăк хуларисемпе танлаштарас тӗллевпе тунă. Пысăк хуласенче пӗчӗк тата вăтам бизнес аталанăвӗн шайӗ çӳллӗ. Вӗсем меллӗ вырăнта вырнаçнипе спрос та пысăк. Пирӗн задача муниципаллă районсенчи промышленность паркӗсенче ӗçлеме лайăх условисем туса парасси, предпринимателе аталанăвăн çӳллӗрех картлашки çине çӗклесси», – терӗ Мидхат Рафкатович.