News by date 11 January 2018
-
Пирвайхипе – коляска!
Пӗрремӗш ачашăн парăнакан пособие илмешкӗн республикăра чи малтан Балтаси районӗнчи Сизнер ялӗнче пурăнакан Юлияпа Вячеслав Тарасовсем документсем тăратнине хыпарлать «Татар-Информ» ИА. 22 çулти Юлия январӗн 4-мӗшӗнче хӗр ача çуратнă иккен, 9-мӗшӗнче больницăран тухнă. Кирлӗ документсене мăшăр пӗр талăкрах пуçтарса ӗлкӗрнӗ те паян районти социаллă хӳтлӗх уйрăмне килнӗ. Пӗчӗк хӗрӗ çулталăк...
-
Хусанта ыран – «Сурхури»!
Ыран, январӗн 12-мӗшӗнче, Хусанта Халăхсен Туслăх çуртӗнче ТР Чăваш наципе культура автономийӗ «Сурхури» уявне ирттерет. Кăмăл пуррисем пурте хутшăнма пултараççӗ. Уяв каçхине 16 сехетре пуçланать. Ырă сунса кӗтетпӗр! (А.Носков сăнӳкерчӗкӗ).
-
Президент архиерейсемпе тӗл пулчӗ
(Майя Игнатьева). Ӗнер Тутарстан Президенчӗ Р.Минниханов Вырăс Православи Чиркӗвӗн Тутарстан митрополийӗн архиерейӗсемпе тӗл пулчӗ. Мероприятие Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Феофан, Чистай тата Анат Кама епископӗ Пармен, Элмет тата Пӗкӗлме епископӗ Мефодий тата ыттисем хутшăнчӗç. Иртнӗ Раштав уявӗпе саламланă май, Рустам Минниханов пухăннисене регионта килӗшӳлӗхпе миршӗн тăрăшнишӗн тав турӗ, виçӗ епархие...
-
Акцие тӳрӗ эфирта пӗтӗмлетрӗмӗр
2018 çулăн çур çулӗ валли «Сувар» хаçата çырăннисен хушшинче пуçарнă акцие редакци коллективӗ ӗнер Инстаграмра тӳрӗ эфирта пӗтӗмлетрӗ. Çапла майпа кама мӗнле парне лекнине вулакансем онлайн-режимра курма пултарчӗç. Акци çӗнтерӳçисем - парне хуçисем çаксем: «Чăваш журналистикипе пичечӗн энциклопедийӗ» кӗнекене çаксем тивӗçрӗç: 1. Юрий Никитин (Аксу районӗ, Емелькино) 2. Анатолий Савгачев...
-
Шартлама сивӗсем пуçланаççӗ
Тутарстанра çитес кунсенче сивӗ çанталăк тăрассине хыпарлать ТР Гидрометцентрӗ, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Сывлăш температури паян çӗрле минус 17 градус таранччен анать. Ыран, январӗн 12-мӗшӗнче, çанталăк тата сивӗрех пулать, çавăнпа урама тухнă чух ăшăрах тăхăнма ан манăр. Сывлăш температури ирхине тата çӗрле минус 12-рен пуçласа 17 градуса çитиччен анать, кунӗпе...
-
Çутă сăнарӗ асра упранӗ
Çывăх тусăмăр, пултаруллă сăвăç, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ Дмитрий Иванович ХРАМОВ вăхăтсăр вилсе кайнипе унăн çывăх çыннисемпе, тăванӗсемпе пӗрле тарăннăн хурланни çинчен пӗлтеретпӗр. Дмитрий Иванович çут тӗнчерен уйрăлни пирӗншӗн пуриншӗн те пысăк çухату. Унăн çутă сăнарӗ, ырă ӗçӗсем, хастарлăхӗ яланах пирӗн асра упранӗ. ТР ЧНКА Канашӗ, ТР...