News by date 11 July 2021
-
Волостновсем: савнă çынпа юнашар ӳплере те çăтмахри пекех
1974 çулхине салтакран Виктор таврăнать. Ăмсанмалли качча тӳрех клуб заведующине лартаççӗ. – Надюша Çӗнӗ çул чăрăшне капăрлататчӗ. Эпӗ пытăм та: «Качча каймарăн-и-ха?» – тесе ыйтрăм. Вăл вара тенкел çинчен сиксе анчӗ те: «Çук, сана кӗтрӗм», – терӗ ахăлтатса. Пӗр класра вӗреннӗ хӗре нумай каччă кăмăллатчӗ, çавăнпа вăл çапла хуравласса пӗрре те кӗтменччӗ, – кăмăла уçать Виктор Пантелеевич. – Авалхи йăлапа, Çӗнӗ çул праçникӗсем иртнӗ хыççăнах хамăн Надюшана вăрласа каяс терӗм. Енчен те хӗр каччă килӗнче юлма хирӗç пулсан, ашшӗ-амăшӗ патне тӳрех таврăнма пултарать, енчен те каччи килӗшет-тӗк, тепӗр кунах хӗр килне хăтана яраççӗ. Савнийӗм манпах юлчӗ. Çав тери савăннипе пӗтӗм тӗнчене парнелес килчӗ, анчах ун чухлӗ пуянлăхăм çукчӗ.
-
Пушкăртстанра пурăннă Александр Савельев-Сас «Сувара» 2021 çулăн 2-мӗш çур çулне çырăннă пулнă
– Кулленхи пурнăçра атте питӗ лăпкă, ырă çынччӗ, тавлашма, хирӗçме пӗрре те юратмастчӗ. Пур çынпа та – пысăк пуçлăх-и вăл, кӗтӳç-и, ача-и – хисеплесе калаçатчӗ. Хăйӗн ӗçне те, ыттисенне те хака хуратчӗ. «Ӗçлемесен çын пăсăлать», – тетчӗ. Атте алă усса ларнине нихăçан та курман эпӗ. Унпа пӗрле утă çулма, пулла çӳреме юрататтăм. Ытти нумай ват çын пекех, атте те чӳречерен пăхса ларма кăмăллатчӗ. Шкула каякан-килекен ачасем, иртен-çӳрен ял-йыш ăна пурте алă сулса сывлăх сунатчӗç. «Çак урампа яланах чăвашла калаçса çӳрекенсем пулччăр», – тетчӗ атте. Чăваш чӗлхипе культури ӗмӗр-ӗмӗр сыхланса юлса аталанасса шанатчӗ. «Сувар» хаçата питӗ юрататчӗ вăл. «Ку хаçатра мӗн çинчен кăна çырмаççӗ – йăлтах виçеллӗ, йӗркеллӗ, тӗрӗс, çивӗч темăсене те пӗрмай хускатаççӗ. Аван аталанса пырать ку хаçат», – тетчӗ. Унччен эпир яла кайнă чух «Сувар» номерӗсене илсе кайса параттăмăр, юлашки вăхăтра хăй çырăнса илсе вулатчӗ, – терӗ Елена Александровна.