News by date 12 April 2017
-
Виталий Станьял:«Эпӗ пăвасене лайăх пӗлетӗп»
Пăва районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн отчетпа суйлав конференцине хутшăннă Виталий Станьял пухура кирлӗ йышăнусем тăвассине шаннине пӗлтерчӗ. «Пирӗн салам сăмахӗ чи ырă, чи кăмăллă шухăшсенчен тăрать. Унсăр пуçне эпир хамăрпа ӗçлекен çынсене пăртак чыслас, тав тăвас шухăшпа та килтӗмӗр. Эпӗ тутарстан чăвашӗсене телейлӗ тесе шутлатăп. Кунта чăваш пулса пурăнма...
-
Хăят кӗперне кашни çул шыв илет
Раççей МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, çак кунсенче Пăва районӗнче Сĕве юханшывӗ сарăлнипе шыв çыран çийӗн 40 сантиметра хăпарнă. Çавна кура Хăят тата Кильдураз ялӗсен çумӗнчи икӗ кӗпер шыв айне пулнă. Васкавлă службăсемсӗр пуçне, кӗпер урлă вăхăтлăха машинăсене çӳреме чарнă. Анчах та шыв шайӗ 80 сантиметра çитес пулсан çула...