News by date 13 February 2017
-
Çамрăклăха аса илсе
Февраль уйахӗн 12-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Таккавар ялӗнче чăвашла капăр тум тăхăннă 1970-мӗш çулсенче хӗрупраç пулнă хӗрарăмсем - пӗр вăхатра ял урамӗсенче хут купăс вылянă кӗвӗсемпе юрăсем юрласа,такмаксем каласа ташлакансем - пӗрле пухăнма шутларӗç. Çутçанталăк çур енне кайсан, кунсем вăрăмлана пуçласан, аппăшӗсем улах ларнине аса илсе, паянхи кун та пурăнакан амăшӗсенчен...
-
Çарăмсан район пуçлăхӗн çумӗ йăвашкелсем çинчен
Пăва районӗнчи чăвашсем хăйсен енчи паллă çынсене асăну хăмисем уçас йăлана тахçанах пуçланă пулсан, Çарăмсан районӗнчи чăвашсене ку йăла кӗрсе кăна пырать-ха. Акă, февралӗн 10-мӗшӗнче Йăвашкел шкулӗнче Василий Варевăн асăну хăмине чаплă лару-тăрура уçрӗç. Унта район пуçлăхӗн çумӗ Миляуша Батыршина та хутшăнчӗ. Район чиновникӗ йăвашкелсене мӗн каланине видеора пăхма пулать.
-
Эрнелӗх гороскоп 13.02-19.02
ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II Пурнăçа улшăнусем кӗртме вăхăт çитнӗ, сăмахран, кăмăла кайман ӗçе пăрахма е юратман çынпа хутшăнусене татма. Ку чухне юлташсем тӗрев парӗç. Спортпа аппаланни сывлăхăра çирӗплетӗ. Хăвăра пăхма пуçлани мăшăрăра та килӗшӗ. ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III Çак кунсенче çав тери хаклă япала туянас шухăш çуралать. Анчах васкамалла мар,...
-
Хусанкая халалласа
Хусанти нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗ, ТР Халăхсен Çамрăксен Ассамблейин чăвашсен «Аталан» ушкăнӗ Петӗр Петрович Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа чăваш чӗлхипе сăвă вулакансен «Хусанкай эткерçисем» конкурс ирттерет. Унта хутшăнас текенсен васкамалла пулать, мӗншӗн тесен Положени тăрăх, конкурса февралӗн 19-мӗшӗнче пӗтӗмлетеççӗ. Условисем çинчен тӗплӗнрех ак çак сайтра вуласа...
-
– Мӗнле халсем? – Тӳссе пулать...
Çӗршыври экономика лару-тăрăвӗ пирӗн граждансене ытларах та ытларах хумхантарать. Кăна иртнӗ çул вӗçӗнче ирттернӗ социаллă тӗпчев те çирӗплетет. Республикăри халăх, уйрăмах ялта пурăнакансем, хăйсен пурнăç шайне «чăтма пулать» тесе палăртнă. Вӗсем укçа-тенкӗ çиме çитсе пынипех çырлахаççӗ, сезона кура тумтир туянассине, çулталăкра пӗрре те пулин сывлăха çирӗплетме санаторие кайса каннине, шел...
-
Вăхăтлă тӗрӗсленни рака çӗнтерме пулăшать
2016 çул Тутарстанра онкологи чирӗсене хирӗç кӗрешессин çулталăкӗ пек иртрӗ. Хăрушă чире хирӗç кӗрешессинче çитӗнӳсем пур-и, çак енӗпе медицина мӗн таран аталаннă, мӗнлерех пӗтӗмлетӳсем тăваççӗ онкологсем? Ыйтусем пурте çивӗч те кирлӗ. Мӗншӗн тесен сăмах этем сывлăхӗпе пурнăçӗ пирки пырать. Шел те, паянхи куна рака хирӗç шанчăклă эмел çук. Сывă юласси...