News by date 13 April 2025
-
«Сувар» – чи юратнă хаçат
Нумайăшӗ паян, интернет саманинче, хаçат-журнал, кӗнеке вуламаççӗ тени йăнăш пулӗччӗ. Аслă ӳсӗмрисем те, вăтам çултисем те юратса вулаççӗ, кашни çырăнтару тапхăрӗнче çыхăну уйрăмне кайса е почтальон урлă тӗрлӗ пичет кăларăмӗсене кăмăлласах çырăнаççӗ. Çав шутра «Сувар» хаçата куллен çырăнса илекенсем те йышлă. Эрнекунсерен килекен хаçатран типографи сăррин шăрши кӗни те мӗне тăрать. Алла тытсан ярас та килмест. Çӗнӗ Упири Культура çуртне маскировка сетки çыхма çӳрекенсенчен хаçат пирки шухăшӗсене ыйтса пӗлтӗм.
-
Чăваш позывнойлă командир
Ятарлă çар операцине тулли мар мобилизаципе 2022 çулхи октябрӗн 26-мӗшӗнче кайнă Алексей Анатольевич Ягашкин сержантăн (Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Çӗпрел ялӗ) çар тумӗ çине «Чуваш» тесе çырни тӳрех куç тӗлне пулчӗ. СВОри атьсен сăмахӗсем тăрăх, позывноя салтаксем нумай чухне хăйсемех суйлаççӗ... Пӗлтӗр апрель уйăхӗнче йывăр аманнă командира çарпа медицина комиссийӗн декабрь уйăхӗнчи йышăнăвӗпе запаса янă. Алексей хальхи вăхăтра мирлӗ пурнăçа хăнăхать. Ентешӗмӗрпе эпир Алешкин Саплăк ялӗнче ятарласа тӗл пултăмăр.
-
Ыркăмăллăх ӗçне пуçăннисем канашланă, опытпа паллашнă
Апрелӗн 7-мӗшӗнче Патшалăх Канашӗнче хӗрарăм-депутатсен «Мәрхәмәт – Милосердие» пӗрлешӗвӗн ларăвӗ «Ырă ӗçсен вăйӗ: Тутарстанăн ыркăмăллăхçă хӗрарăмӗсем СВО условийӗсенче» темăпа иртрӗ. Ăна паян, апрелӗн 13-мӗшӗнче паллă тăвакан Меценат тата ыркăмăллăх кунне халалланă.