News by date 13 May 2022
-
ПАТРИОТИЗМ ПУЛНĂ, ПУР, МАЛАЛЛА ТА ПУЛӖ
Çутă кӳлӗ ялӗ пуçланса кайнине халалласа лартнă палăк çывăхне майăн 8-мӗшӗнче пахчари мӗнпур ӗçсене пăрахса ял-йыш пуçтарăнчӗ. Пурте Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă тăванӗсен, вăрçă хирӗнче ӗмӗрлӗхе выртса юлнă аслашшӗ-кукашшӗн портречӗсене тытнă. «Вилӗмсӗр полка» хутшăнакансем ял урамӗпе мăнаçлăн утаççӗ. Вӗсене хапха умне тухнă ял-йыш саламлать, нумайăшӗ хăй те халăх стройне хутшăнать.
-
Патриотизм воспитанине парас яваплăха хӗрӳ точкăсене хутшăннă ветерансен хăйсем çине илмелле
Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи (Çӗпрел районӗ) обелиск патӗнчи Аслă Çӗнтерӗвӗн 77- çуллăхне халалланă митинга шкул директорӗн воспитани енӗпе çумӗ Татьяна Карсаковăпа вырăс чӗлхипе литература учителӗ Екатерина Романова уçрӗç. Ялта сывă пӗр ветеран та, пӗр салтак арăмӗ те юлман ӗнтӗ. Вăрçă нуши-хуйхине, тертне, выçлăхне тӳснӗ виçӗ çын, вăл вăхăтра 10 – 15 çулта пулнă вăрçă ачисем, Елизавета Андреева, Нина Казакова, Анна Макарова пурăнаççӗ-ха, анчах 90 çула çитнӗскерсем питех тухса çӳреймеççӗ, çавăнпа Çӗнтерӳ уявне пыраймарӗç.
-
Çӗнтерӳ маршне çулран çул çамрăксем йышлăрах та йышлăрах хутшăнаççӗ
Павлă районӗнче Аслă Çӗнтерӳ 77 çул тултарнине халалланă «Эпир астăватпăр» Çӗнтерӳ маршӗ иртрӗ. Вăл районта йăлана кӗнӗ темелле ӗнтӗ. Кăçал марша хутшăнакансем Павлă хулинчи «Девон» Пăр керменӗ патӗнчен старт илчӗç те Васькино-Туйраллă, Потап-Тăмпăрлă, Тутар Тăмпăрлă, Удмурт-Ташлă, Усăллă, Поповка ялӗсем урлă авточупăва тухрӗç.
-
КӲРШӖЛЛӖ РЕГИОНСЕН ЕРТӲÇИСЕМ ТӖЛ ПУЛЧӖÇ
Майăн 11-мӗшӗнче кӳршӗллӗ регионсен туслă хутшăнăвӗсем ТР Президенчӗ Рустам Миннихановпа ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаевăн ӗçлӗ тӗлпулăвӗпе çӗнӗрен çирӗпленчӗ. Пирӗншӗн ку пӗлтерӗшлӗ пулăм. Тутарстан Президенчӗ Чăваш Республикин Пуçлăхне Хусан Кремлӗнче кӗтсе илчӗ. Тӗлпулăвăн тӗллевӗ – 1941-1942 çулсенче Тăван çӗршыва тăшманран хӳтӗлессипе Хусан обвочӗпе Сăр хӳтӗлев чиккин строительствин 80-çуллăхне халалланă мероприятие хутшăнасси. Çак тӗллевпе ТР тата ЧР Культура министерствисем пӗрле «Тылри паттăрлăх» патриотизм марафонне ирттерчӗç.
-
Фарид Мухаметшин фермерсене патшалăх тӗревӗн программисене хастартарах хутшăнма чӗннӗ
Пăвара иртнӗ канашлура Тутарстанăн Патшалăх Канашӗн Председателӗ хуçалăх ертӳçисене патшалăх тӗревӗн мӗн пур программисене хутшăнма чӗнсе каланă
-
Исламабадра Пакистанри тутарсен Канашне туса хума палăртаççӗ
Çакăн çинчен хăйӗн представительствине Кабулра тытса тăракан Раççейри мăсăльмансен ыркăмăллăх тата патриотизм фончӗн генеральнăй директорӗ Рустем Хабибуллин пӗлтернӗ