News by date 13 August 2022
-
Ескульсем хăйсен вăйӗпе часавай тунă
– Аннене те, аттене те Ескулӗнче пытартăмăр. Ăçта кӗлтутарас ыйту сиксе тухсан шăтăк чавакансем Ульяновскран яла килекен трасса хӗрринчи хуть хăш масар çинчи часавайра та тума пулать терӗç. Ун чух кун пирки шухăшлама вăй-хал та пулмарӗ. Каярах, хамăр çине йăтăнса аннă хуйхă кăшт пусăрăнсан пуçа шухăш пырса кӗчӗ: мӗншӗн çавнашкал часавай хамăр ялта çук-ха?
-
Амăш капиталӗпе усă курнă, тивӗçне пурнăçламан
Патшалăх панă укçапа пурăнмалли çурт-йӗр условийӗсене лайăхлатма усă курнă пулин те, Н. çурт-йӗре ачисене пай уйăрса парса пӗрле харпăрлăха çыртарман. Çавна кура Нурлат хулин прокуратури тавлашуллă çурта харпăрлăха çыртарасси пирки суда тавăç тăратнă.
-
«Кӗр мăнтăрӗ – 2022»: вулакансем ыйтнипе пурте кăмăлланă конкурса кăçал та ирттеретпӗр, хутшăнмасăр ан юлăр
Хисеплӗ вулакансем! Пӗлтӗр те, виçӗмçул та хаçатра «Кӗр мăнтăрӗ» конкурс ирттертӗмӗр. Ăна пурте хапăл туса йышăнчӗç. Хутшăнакансем те нумайăн пулчӗç. Ак каллех тухăç пуçтармалли вăхăт çитрӗ. Çавна кура вулакансенчен пӗри те тепри: «Кăçал «Кӗр мăнтăрӗ» конкурс ирттерместӗр-и? Хутшăнас килет», – тесе ыйтма пуçларӗç. Вулакансем ыйтаççӗ пулсан мӗншӗн ирттерес мар? Эппин «Кӗр мăнтăрӗ – 2022» конкурс пуçланни пирки пӗлтеретпӗр сире.