News by date 14 April 2021
-
КОСМОНАВТПА ТӖЛ ПУЛНИ – ӖМӖР АСĂНМАЛĂХ
Апрелӗн 12-мӗшӗнче эпир çуллен Космонавтика кунне паллă тăватпăр. Çак кун шкулсемпе ача сачӗсенче çак куна халалланă мероприятисем, тӗрлӗ конкурссем иртеççӗ, массăллă хыпар хатӗрӗсем те çак паллă уявпа çыхăннă пулăмсене çутатаççӗ. Хальхи саманара, ав, алла смартфон тытса соцсетьсене кăна кӗмелле – тӗнче мӗн халпа пурăнни йăлт куç умӗнче. «Сувар» хаçатăн Ватсапри ушкăнӗнче тăракансем те паянхи кунпа тан утаççӗ. Космонавтика кунӗнче пирӗн туссем пӗрин хыççăн тепри космонавтикăпа, космонавтсемпе çыхăннă асаилӗвӗсене çырма пуçларӗç: хăшӗ хисеплӗ ентешӗмӗрпе Андриян Николаевпа куçа-куçăн тӗл пулнă, тепри Гагарин ӳснӗ, пурăннă вырăнсенче хӗсметре тăнă, пӗрремӗш космонавтăн хӗрӗпе тӗл пулнă... «Сувар» тусӗсен асаилӗвӗсемпе сире те паллаштаратпăр, хисеплӗ вулакансем
-
"Сувар" халăх ансамблӗ Хусана килет!
Йăхташăмăрсене хавхалантарма кăмăл пуррисем пурте килме пултараççӗ
-
Чистай тата Анат Кама епископне Игнатие Кемерово тăрăхне ăсатнине чăвашсем хурланса йышăнчӗç
Чистай тата Анат Кама епископне Игнатие санран хăтарнине пӗлсен чӗре ыратса кайрӗ. Хусанти Çветтуй асапçă Кирилл ячӗллӗ архиерей подворйинче наместникре тăрăшнă чух паллашнăччӗ унпа, Игнатий атте тесе чӗнеттӗмӗр-ха ăна ун чухне. Хăнăхнă, чунпа йышăннă пачăшкăна Кама леш енне тӗн службине пурнăçласа пыма йышăну тусан эпир, хусансем, питӗ хурланнăччӗ.Халӗ каллех ун паствине кӗрекенсене юратнă пачăшкăпа уйрăлу кӗтет. Ăна кӳршӗллӗ республикăсене те мар вӗт, Кемерово хули еннех ăсатаççӗ. Çакă пӗтӗмпех пачăшкăсен пӗр ушкăнӗн каварӗпе пулнă япала.
-
ТР Сывлӑх Министерствин тӗп эпидемиологӗ тӳрӗ эфирта коронавирусран вакцинаци тӑвасси ҫинчен каласа парӗ
Тӳрӗ эфир Тутарстан сывлăх министерствин тата республика Оперативлă штабӗн Instagram-аккаунчӗсенче иртет
-
Митрополит Кирила Чистай епархийӗн вӑхӑтлӑх управляющин вырăнне лартнă
Митрополит Кирила Чистай епархийӗн вӑхӑтлӑх управляющин вырăнне лартнă