News by date 17 May 2017
-
«Татфондбанкпа» «ИнтехБанк» банкӗсем пирки тӗлпулу иртнӗ
Мускавра ТР Президенчӗ Рустам Миннихановпа АСВ патшалăх корпорацийӗн (Агентство по страхованию вкладов) ертӳçи Юрий Исаев тӗлпулу ирттернӗ. Унта «Татфондбанк» тата «ИнтехБанк» пирки ликвидаци ыйтăвӗсене хускатса пысăк йышăнусем тунă. Ликвидаци процедурисем уççăн иртчӗр тесе ТР ӗç тăвакан влаç представителӗсемпе АСВ ӗçченӗсенчен пӗрлехи ӗç ушкăнӗ йӗркеленет. Ушкăнăн тӗп еçӗсенчен пӗри - АСВ-н...
-
60 çул пӗрле
Пăва районӗнчи Элшелӗнче пурăнакан Михаил Михайловичпа Нина Николаевна Тарасовсем çак кунсенче пӗрлешнӗренпе 60 çул çитнине паллă тăваççӗ. Аттепе аннен ачалăхӗ вăрçă çулӗсене лекнӗ, вӗсен ир ӗçе кӳлӗнме тивнӗ. Пӗр-пӗрне тӗл пулса çемье çавăрсан пурнăçри мӗнпур йывăрлăха пӗрле çӗнтерсе пыма тытăннă вӗсем. Пурăна-киле кил-йышра виçӗ ывăлпа пӗр хӗр хушăннă, вӗсене ура...
-
Çӗпрел районӗнче çын шăм-шаккисене тупнă
Темиçе çул каялла Çӗпрел районӗнчи Тутар Паснапуçӗ 1000 çул каялла йӗркеленнӗ тесе ӗнентерекен кӗнеке тухнăччӗ. Ку ӗçе çак ялтан тухнă паллă хирург Рустам Бакиров археологсен пӗтӗмлетӗвӗсем çине никӗсленсе йӗркеленӗччӗ. Археологсем веçех тӗпчемен курăнать. Нумай пулмасть ял çывăхӗнчи карьера хускатнă чух çыннăн шăм-шаккисене тупнă тесе пӗлтерет РФ следственнăй комитечӗн ТР следстви...
-
Таккавар ялӗнче уяв иртӗ
Майăн 27-мӗшӗнче 11 сехетре Пăва районӗнчи Таккаварти клуб умӗнче ял уявӗ иртет. Программăра уяв концерчӗ, ял историйӗпе паллаштарни, çӗр ӗçченӗсене чыслани тата ытти те. Йӗркелӳ ыйтăвӗсемпе Пăва районӗнчи ЧНКЦ секретарьне Анна Никоноровăна шăнкăравламалла: 89063288082.
-
Хирте ӗçленӗ чух та чăваш юррисене итлеççӗ
Пăва районӗн ялхуçалăх ӗçченӗсем ӗçре чăваш юррисене итлесе вăй хураççӗ иккен. Нумай пулмасть Кипеккассинчи тата Чăваш Киштекӗ ялсенчи клуб ӗçченӗсем ятарлă программăпа механизаторсене концерт кăтарма хирсем тăрăх çаврăннă. Çӗр ӗçченӗсене тав сăмахӗсем каласа чăваш юррисене шăрантарнă вӗсем. Асра юлмалăх фото та ӳкереннӗ. Тутар ялӗсенчи культура ӗçченӗсем те чăвашсенчен юлмаççӗ. Нурлат...
-
«ТАТМЕДИА» АО кăçал та телевизор вылянтарать
Хисеплӗ вулакансем! «ТАТМЕДИА» акционерлă общество кăçал та парнесем вылянтарать. Тӗп приз - телевизор тата цифрăллă фотоаппарат! Вӗсемсӗр пуçне сурăх çăмӗнчен хатӗрленӗ ăшă утиялсем те выляса илме пулать. Çак парнесене илес тесен «ТАТМЕДИА» кăларакан хаçат-журнала (виççӗрен кая мар) май уйăхӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа июнь уйăхӗн 30-мӗшӗччен çур çула çырăнмалла та квитанци копийӗсене...
-
Этем грипӗ хӗлле, кайăк грипӗ – çуркунне
Вӗçмен кайăка вӗçен кайăк грипӗ мӗнле ерет? ТР Президенчӗн Минниханов указӗпе кайăк грипне кура республикăри уйрăм районсенче карантин кӗртнӗ тесе пӗлтерет «Татар-информ» информаци агенстви. Чире пӳлме пулăшакан мерăсем Нурлат районӗнче вăя кӗни паллă (Нурлатри 45 тата 86 çуртсен кил картипе Чăваш Менчи ял çумӗнчи чăх ферминче). Рыбно-Слободскипе Ютаза районӗнсенчи Шумково...
-
Хӗрӳ линипе пӗтӗм ыйтусене татма май пур
ТР сывлăх сыхлав министерствин «Халăх тӗреслӗвӗ» порталăн пӗр талăклăх хӗрӳ лини çине е ТР сывлăх сыхлав министерствин интернет-приемнăйне «Обращения граждан» уйрăмне республикăри çынсем çăхав е сӗнӳ яма пултараççӗ. ТР «Халăх тӗрӗслевӗ» патшалăх хыпарлăх системине обращенине https://uslugi.tatar.ru/open-gov адреспа хăварма пулать. Заявкăна 10 кун хушшинче пăхса тухаççӗ. Çакнашкал системăн тӗллевӗ - тӗрӗслев...
-
Асăрханăр, çул çинче ачасем!
Май уйăхӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа июнь уйăхӗн 5-мӗшӗччен ГИБДД ӗçченӗсем ачасене лартса çӳрекенсене çул çинче çӳремелли йӗркесене пăхăннине тата урам урлă каçакан ачасене çул паманнисене тимлӗн тӗрӗслеççӗ. Çавна кура çуллахи канмалли тапхăр çитнине кура «Внимание - дети!» профилактика ӗçӗ пуçланнă. Патшалăх автоинспекцийӗн ӗçченӗсем аслисемпе ачасене çул çинче асăрхануллă çӳремеллине ăнлантарма тӗрлӗ...