News by date 17 August 2017
-
Саврăшпуçсене Эмине премине панă
Аксу районӗнчи «Саврăшпуç кинемейӗсем» фольклор ансамблӗ йӗркеленнӗренпе нумай мар-ха, апла пулин те ăна районта, республикăра лайăх пӗлеççӗ. Питӗ ăста шăрантараççӗ çав вӗсем халăх юррисене, чӗрене сар çу сӗрнӗ пекех. Вӗсен юрри-кӗвви чăваш çыравçисене сăвă-калав, повесть-роман çырма та хавхалантараççӗ иккен. Çакă августăн 12-мӗшӗнче Шупашкарта иртнӗ Чăваш çыравçисен съездӗнче палăрнă. «Саврăшпуç кинемейӗсем»...
-
Хусанта «вăрттăн хăна» çӳрет
Хусанта кăçалхи чи лайăх ресторанпа хăна çуртне кам суйласа илет тетӗр-и? Комисси те, турист та мар - вăрттăн хăна. Вăл - ресторанпа хăна çурчӗн ««кухнине» лайăх пӗлекен эксперт, ресторатор, отельер. Хусанта кун пек «хăна» пӗрре кăна та мар иккен-ха тата. Ячӗсене никам та пӗлмест, мӗншӗн тесен вăрттăнлăха уçма юраманни çинчен...
-
Ерӗспелсене паян 6-ри ача ура çине тăратнă
Паян ирхине ирех Элмет районӗнчи ерӗспелсен шартах сикме тивнине хыпарлать МЧС пресс-служби. 6-ри ача 7 сехет те 10 минутра выляма тесе урама тухнă та куçран пач çухалнă. Ялпа юнашарах вăрман ӳснӗрен ашшӗ-амăшне ăнланма пулать, ара, ачапа темӗн те пулма пултарнă-çке. Шăпах çавăнпа çăлавçăсене чӗнтернӗ те вӗсем. Кун пек чух ял-йышăн...
-
Сусăрри çын мар-им?
(Константин Малышев). Ун пек çынсене асăрхамасăр пурăнма хăнăхнă пирӗн общество. Чăлахăн, ӳт-пӳ е ăс-хакăл енчен сывă мар этемӗн çын хушшинче пулмалла мар имӗш. Патшалăх законсем те йышăнать, çăмăллăхсем те йӗркелеттересшӗн, инклюзивлă вӗрентӳ пирки те йышăну пур. Анчах та ӗçӗ питӗ мăраннăн вырăнтан куçать. Тем тесен те, йышăнасшăн мар эпир сусăррисене...