News by date 18 February 2022
-
Камила, эпир санпа!
Фигуристкӑн пӑр ҫинчи ӗмӗрӗ лӗпӗш пурнӑҫӗ пек кӗске. Иртнӗ Олимпиадӑра ялтӑртатнӑ Раҫҫей ҫӑлтӑрӗсен, вӗсем паянхисем пекех ҫамрӑк пулсан та, ячӗсене те мантӑмӑр ӗнтӗ. Taта ҫамрӑкраххисем кӗле ҫине пусаҫҫӗ
-
Петӗр Хусанкая халалласа хусансем уяв ирттереҫҫӗ
Февралӗн 26-мӗшӗнче шӑматкун, 14:00 сехетре чӑваш поэзийӗпе юрӑ-кӗввине кӑмӑллакансене Хусанти Халӑхсен Туслӑхӗн Ҫуртне йыхравлатпӑр
-
Вячеслав Степановичпа Людмила Павловна НИКИФОРОВСЕНЕ ылтăн туй ячӗпе!
Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнинче пурăнакан Вячеслав Степановичпа Людмила Павловна НИКИФОРОВСЕНЕ ылтăн туй ячӗпе ăшшăн саламлатпăр!
-
ЧӖРЕРИ ПĂРА ИРӖЛТЕРЕКЕН ТУРНИР
Паян Хусанта Пӗтӗм Раççейри шайбăпа вылякан хоккейăн II турнирӗ уçăлчӗ
-
ИКӖ КУНРА 302 АВАРИ
Шел те, автомобильти хăрушсăрлăх пиçиххийӗ ПАИ тытасран кăна кирлӗ тесе шутлакансем нумай
-
Тутарстан влаçӗсем республикăра ӗç мигранчӗсен шутне ӳстерме шутлаççӗ
«Проблемăна палăртнă, вăл ӗçшӗн тӳлессипе те çыхăннă, пирӗн объектсенче маларах ӗçленӗ çынсен пысăк опычӗпе те. Строительство рынокне ӗç аллисемпе тултарас тесен пирӗн кунта пандемиччен ӗçленӗ ӗç мигранчӗсен шутне ӳстермелле», - тесе пӗлтернӗ журналистсене ТР Президенчӗн пресс-службин ертӳçи Лилия Галимова.
-
Тутарстанра социаллă контракт калăпăшӗ 150 000 тенкӗ таран ӳснӗ
ТР ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗн Эльмира Зарипован сăмахӗсемпе, маларах çак хисеп 70 000 тенкӗ пулнă
-
Куйбышев шыв управӗн тарăнăшӗ ею пуçланнă вăхăта аллă метр шайӗнче пулать
Тутарстан Республикин Экологи министерствинче пӗлтернӗ тăрăх, экономикăн тӗрлӗ отраслӗсен кирлӗлӗхне кура Куйбышев шыв управӗн гидроузелӗн ӗç режимӗ те тӗрлӗрен пулать. Хальхи вăхăтра шыв управӗн шайӗ Балтика системипе 50 метр тарăнăшра.