News by date 20 March 2021
-
Саврăшпуçӗнче пурăнакан талантлă композитор Владимир Егоров 60 çул тултарчӗ
– А.Г.Николаев – манăн хăта. Манăн Сергей тете Андриян Григорьевичăн йăмăкӗн Зинаида Григорьевнăн Анжела хӗрне качча илнӗ. Вӗсен туйне 1985 çулхи сентябрьте Саврăшпуçӗнче турăмăр. Шуршăлтан хăна нумай килнӗччӗ туя. Шел, Андриян Григорьевич хăй килеймерӗ, депутат та пулнă май васкавлă ӗçӗсем сиксе тухнă. Эпӗ хам космонавт хăтапа темиçе хутчен те курса калаçнă. Юлашки хут 2003 çулта Мускавра иртнӗ Пӗтӗм чăвашсен Акатуйӗнче чылайччен сăмахланăччӗ унпа. Сăмах май, Сергей тетепе Анжела инке виçӗ ывăл çуратса ӳстерчӗç, – каласа парать Владимир Егоров.
-
Теччӗсен Çăварнийӗ пӗр çул та шаблонпа иртмест
Теччӗ чăвашӗсем районти чи пысăк мероприятисене нихăçан та тӗлли-паллисӗр ирттермеççӗ, авалхи йăлана пăхăнса çуркунне Çăварнипе тата «Теччӗ шевлисем» юрă фестивалӗпе пуçлаççӗ те кӗркунне «Чӳклемепе» вӗçлеççӗ. «Йӗтӗн-кантăр вăрăм пултăр!..» – енчен-енне сапрӗç кантăр вăррине Çăварни ачисем хальхинче те. Сăмах май, ӗлӗк Çăварнире ку йăлана тумасăр пӗр чăваш ялӗ те юлман, мӗншӗн тесен хӗле ăсатнă хыççăн шăпах 6 уйăхран кантăр ӗлкӗрсе çитет иккен, вăл мӗн чухлӗ вăрăмрах ӳсет, катан пирӗ çавăн чухлӗ лайăхрах пулать.