News by date 20 April 2023
-
24-мӗшӗнче çумăр çусан çулла кăмпа нумай пулать.
Ака уйăхӗн 24-мӗшӗ – Антип. Çак кун çӗр ӗçӗ тума юрамасть, мӗн акни шăтмасть теççӗ. Çумăр çусан çулла кăмпа нумай пулать.
-
ТУРКАЙ ВУЛАВĔСЕМ» ПОЭЗИ ФЕСТИВАЛĔ ИРТРĔ
Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче чăваш халăх поэчĕн, куçаруçăн, публицисчĕн, Ç.Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕн, Чăваш Республикин тата Тутар Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Валери Туркай поэтӑн тӑван Хырай Ĕнел ялĕн Культура çуртĕнче Раççей Федерацийĕн Вĕрентекен тата вĕрентӳçĕ çулталăкне, Чăваш Республикин Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă республика шайĕнче «Туркай вулавӗсем – 2023» сăвва илемлĕ калакансен пиллĕкмĕш поэзи фестивалĕ иртрĕ.