Çурхи ӗçсене республикăра вăхăтлă вӗçлемелле
Тутарстанри Ял хуçалăх министерствин кăтартăвӗсем тăрăх, майăн 11-мӗшӗ тӗлне республикăра çурхи культурăсене 1221,7 пин гектар çинче акса пӗтернӗ. Çак кăтарту акăнаккан пӗтӗмӗшле лаптăкăн 69 проценчӗпе танлашать. Ял хуçалăх министрӗ Марат Ахметов ака ӗçӗсемпе паллашсах тăрать. Ку эрнере те вăл Камскоустьински тата Пăва районӗсенчи хирсенче пулчӗ. Министр сăмахӗсемпе, ака ӗçӗсем майăн...