Чăваш халăх поэтне 55 çуллăхӗпе саламлама Шупашкара тутар халăх поэчӗ килсе çитнӗ
ВӖÇЕКЕН БУЛЬДОЗЕР
Майăн 18-мӗшӗнче Шупашкарта чăваш халăх поэчӗ Валери Туркай хăйӗн 55-çуллăхне Наци библиотекинче вулакансемпе тӗлпулса ирттерчӗ.
Яланхи пек эксперсс-куравра авторăн сăнӳкерчӗкӗсем, пичет кăларăмӗсем пурччӗ. Варринче В.Туркай портречӗ.
ПӖРЛЕШТЕРЕТ
- Унăн поэзийӗ халăха пӗрлештерет, - тесе каларӗ ертсе пыракан Александр Осипов. Вăл Самар облаçӗнчи чăвашсем Туркай çинчен ыйтса пӗлнине, сăввисене...