Газпа ӗçлекен моторсен шучӗ пирӗн республикăра малашне ӳссе пырӗ
Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Ешӗлвар районӗнче видеокӗпер меслечӗпе автомобильсене газпа тултаракан компрессор станцийӗсем уçрӗ. Чаплă церемоние çавăн пекех «Газпромăн» директорӗсен каншӗн председателӗ Виктор Зубков тата Тутарстанри влаç органӗсен представителӗсем хутшăнчӗç.
Çӗнӗ газ станцийӗсене Ешӗлвар, Анат Кама, Пӗкӗлме хулисенче пӗр вăхăтра уçрӗç. Çак станцисем çулталăкне 27,4 млн кубла метр газпа тивӗçтереççӗ....