Юрă-ташă çывăхлатать
Чӳк уйăхĕн 19-мĕшĕнче Анат Камăри 34-мĕш гимназинчи 4-мĕш класра вĕренекенсем «Мы разные, но мы вместе» ятлă фестивальте хутшăнчĕç. Вĕсем «Укăлчара» фольклор композицийĕпе II вырăн йышăнчĕç. Пирĕн гимназистсемпе пĕрле вырăссем, тутарсем, кĕрешĕнсем, пушкăртсем, украинсем курма килнĕ хăнасене, жюри членĕсене, ашшĕ-амăшĕсене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
Ачасене çак фестивальте хутшăнма, çĕнтерӳçĕсен ятне илме пулăшакансем...