«Маугли» пирӗн чӗлхепе те калаçать
Джозеф Редьярд Киплинг (1865-1936) акăлчан çыравçин ятне илтмен çын çук-тăр. Ачаранпах унăн юмахӗсене вулатпăр, вăл çырнă хайлавсем тăрăх ӳкернӗ илемлӗ фильмсем пăхатпăр. Киплингăн чи паллă произведенийӗ - икӗ кӗнекерен тăракан «Книга джунглей» (1894, 1895), Мауглие шăпах çав хайлав тăрăх пӗлетпӗр те эпир. Кашкăр кӗтӗвне лекнӗ арçын ачан шăпи кашнинех пăшăрхантарнă...