Свияжск
Республикăри кашни хулапа районта, ялсенче Çӗнӗ çул уявӗсем тахçанах пуçланнă ӗнтӗ. Ачасем валли Елкăсăр пуçне тӗрлӗ квестсем, экскурсисем тата ытти тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеççӗ. Хусантан инçе мар вырнаçнă Атăлти Свияжск утравӗ те хаваспах пӗчӗк туристсене кăна мар, аслисене те кӗтет. Тӗлӗнтермелли, каласа памалли, кăтартмалли кунта пайтах. Çакна декабрӗн 23-мӗшӗнче журналистсем валли...