Хусанта интернационалист-салтак кунӗ иртрӗ
Пурте аманса таврăнман-тăр ку вăрçăран, анчах чӗре суранӗ халӗ те кашнинех аптăратать пулмалла. «Афганецсем» пек туслă çар йышӗ çӗршыв историйӗнче урăх пур-ши?
Афганистанран пирӗн çарсене кăларнăранпа 28 çул çитнине паллă турӗç Хусанти интернационалист-салтаксен палăкӗ умӗнче. Афган вăрçинче Хусантан 2 пин ытла салтакпа офицер хутшăннă, 34-шӗ çапăçусенче вилнӗ, 108-шӗ суранланнă. 275...