Йăвашкел чăвашӗ Шолоховпа пулла çӳренӗ
Ялтан ачаллах тухса кайнă Василий Петрович Вареев 1967 çулта хăй тупăнать. Ял канашне тăванӗсене шыраса хут ярать. Лере ун пек хушаматлă çынсем çук теççӗ. Акрелӗнчи тăванӗ сывă пулнă,вăл çыру çыраканӗ кам пулнине палласа илет.
Василий Петрович Вареевăн шăпи питӗ кăсăк. Çарăмсан тăрăхӗнчи Йăвашкелӗнче Вареевсем тăватă пӗртăван пурăннă - Петӗр, Йăван,...