Çӗнӗшуçăмсем финала тухнă
Февралӗн 16-мӗшӗнче Аксури Культура çуртӗнче «Женщина года. Мужчина года: женский взгляд» республика конкурсӗн зона тапхăрӗ иртрӗ. Конкурса Кама тăрăхӗнчи çичӗ районтан - Чистай, Спасск, Нурлат, Элкел, Эльмет, Çарăмсанпа Çӗнӗ Шуçăмран тӗрлӗ профессиллӗ хӗрарăм, арçын лидерсем хутшăнчӗç.
Унта чăвашсем те активлă хутшăнчӗç. «Женщина-мать» номинацире Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкар ялӗнче пурăнакан...