Президентран салам
Февралӗн 22-мӗшӗнче Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов çар хӗсметӗнче тăракансене, запасри çар çыннисене, вăрçă çапăçăвӗсене хутшăннисене Хусан Кремлӗнче йышăнса Тăван Çӗршывăн хӳтӗлевçисен кунӗпе саламларӗ. Республика ертӳçин сăмахӗсемпе, çак уяв Тăван Çӗршыва парăнса хӳтӗленипе шанчăклăх символӗ пулса тăнă. «Хӗç-пăшаллă вăйсем хуть хăçан та патшалăхăн вăйӗпе мăнаçлăхӗ пулнă», - тенӗ Рустам Минниханов пуçтарăннисене...