Кӗнчеле çеç чăттăр е хальхилле Çăварни
Çарăмсан районӗнчи Акрелӗнче Аслă типпе кӗрес умӗн Çăварни ирттересси йăлара. Пӗлтӗр акрелсем еплерех савăннине Хусантан телевидени те килсе ӳкерсе кайнăччӗ. Кăçал та кунти чăвашсем çав хăватпах хӗле ăсатаççӗ: тăвайккинчен кӗнчелепе ярăнаççӗ, чукмар ывăтаççӗ, тăлăп тăхăнса кӗрешеççӗ тата, паллах, икерчӗ пӗçерсе çиеççӗ. Купăсçи те юнашар, лашине те кӳлсе тăратнă, улăм катемпи...