Хусанта пысăк культурăллă чăвашсем пурăнаççӗ
Мартăн 5-мĕшĕнче Хусантисене Фарида Файзуллина чăваш, тутар тата вырăс юррисемпе савăнтарчĕ. Пултаруллă юрăçа итлемешкĕн тĕп хуларан кăна мар, Теччĕ, Анат Кама, Тури Услон, Элкел, Ешӗлвар, Лайăш районӗсенчен те пынă.
Чăваш эстрадин çăлтăрĕ ырă та кăмăллă юррисемпе çынсен чунĕсенче паллă йĕр хăварчĕ тесе хăюллăн калама пулать. Ăна куракансем хытă ал çупса,...