Мартăн 8-мӗшӗпе саламлатпăр!
Хисеплӗ аннесем, аппасемпе йăмăксем, асаннесемпе кукамайсем, кинсемпе инкесем, пăянамсемпе тăхлачăсем, арăмсемпе хӗрпикесем, пирӗн çумри хисеплӗ те хаклă хӗрарăмсем!
Пирӗн аслă халăха тăванлăх туйăмӗ вăйлă пӗрлештерсе тăрать. Вăл пуррипе эпир несӗлсенчен юлнă хăвата çухатмастпăр. Çемье çирӗплӗхӗнчен йăх тӗреклӗхӗ килет. Чăвашсем ӗлӗкренех çӗнӗ мăшăра пиллесе каланă: «Килте арçын патша вырăнӗнче, хӗрарăм Турă...