Ӗлӗк хӗрарăм сурпан сырмасăр кӗтӳ хăвалама та тухман
Хусанти мастер-класра вăй виçме Апас, Çӗпрел, Элмет, Анат Кама, Элкел, Лениногорски, Аксу, Теччӗ районӗсенчи чăваш педагогӗсем суйлав турӗсенчен иртсе мартăн 23-мӗшӗнче шӗкӗр хулари 27 номерлӗ гимназие çитрӗç.
Тăван чӗлхе урокӗсене тӗрлӗрен меслетпе ирттерсе кăтарнисӗр пуçне вӗсем чăваш капăр тумӗн презентацине те ирттерчӗç. Кунта вара учительсен пултарулăхӗ урокринчен те ытларах палăрчӗ....